ТУЛĂ ÇĂНĂХĔ, ЧĔРĔ ÇĂМАРТА

28 Окт, 2015

Тулă çăнăхĕпе усă курса ÿте чылай лайăхлатма пулать. Ăна хушса хатĕрлемелли маскăсен рецепчĕсемпе паллаштаратпăр.

Пĕркеленчĕкрен

Каçхине 4 апат кашăкĕ тулă çăнăхне, 1 апат кашăкĕ пыла, кăпăшлантарнă 1 çăмарта шуррине пĕрле ярса лайăх пăтратмалла. Хутăша таса ÿте тата мăя сĕрмелле. 15 минутран вĕренĕ ăшă шывпа çуса тасатмалла. Маскăна эрнере 1-2 хутчен хумалла. Курс - 1,5-2 уйăх.

Ывăннă ÿте

Ирхине 1 чей кашăкĕ тулă çăнăхне, 1 чей кашăкĕ глицерина, 1 чей кашăкĕ пыла 1 апат кашăкĕ вĕренĕ ăшă шывпа пĕрле пăтратмалла. Маскăна тасатнă ÿте сĕрмелле. 20 минутран малтан вĕри, унтан сивĕ шывпа çуса тасатмалла. Процедурăна эрнере 2 хут 2 уйăх тумалла. Вăл ывăннă ÿт тонусне лайăх ÿстерет.

Çуллă, пÿрлешкеллĕ

Çуллă, пÿрлешкеллĕ ÿте çак маска пулăшать. Аш арманĕпе çур стакан йÿçĕтнĕ купăстана авăртмалла, 2 апат кашăкĕ тулă çăнăхĕ тата кăпăшлантарнă 1 çăмарта шурри хушса пăтратмалла. Хутăша массаж хусканăвĕсемпе ача супăнĕпе çунă пите сĕрмелле. 15-20 минутран малтан ăшă, унтан сивĕ шывпа çуса тасатмалла. Пит çине алшăлли хурса илмелле те япăх ÿт валли кăларнă крем сĕрмелле. Маскăна эрнере 1-2 хут 2-3 уйăх хумалла.

Пуриншĕн те лайăх

Ку маска кирек мĕнле ÿтшĕн те лайăх. 1 апат кашăкĕ тулă çăнăхне, чĕрĕ 1 çăмартана, 1 чей кашăкĕ кăшт ăшăтнă пыла, 2 чей кашăкĕ 20 процентлă камфора çăвне, 25 грамм çĕпрене лайăх хутăштармалла. Ăшă шыва /çуллă ÿт валли/ е сĕте /типĕ тата йĕркеллĕ ÿт валли/ ярса çăра хăйма пек пуличчен пăтратмалла. Пите ача супăнĕпе çумалла та маскăна сĕрмелле. 15 минутран вĕренĕ ăшă шывпа çуса тасатмалла. Процедурăна эрнере 1 хут 2-3 уйăх тумалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.