Çĕнĕ ял-йыш валли ĕç хушăнĕ
Ялта тытăнса тăма чылайăшне ĕç çукки чăрмав кÿрет. Вăл пулсан та шалăвĕ тивĕçтермест. Çавăнпах çемье пуçĕсем нухрат тумашкăн аякри хуласене çул тытаççĕ. Чăннипе, хăшĕ-пĕри тăван тăрăхран инçе каймасăрах нухрат туса илме майсем тупать. Акă Комсомольски районĕнчи Хирти Ĕнелте пурăнакан Прокопьевсем выльăх-чĕрлĕх йышлă усрама тытăннă. Кăçал вĕсем 5 миллион тенкĕлĕх грант илме тивĕç пулнă.
Хирти Ĕнеле çитичченех сарă тĕслĕ сайдинг çапнă çурт аякранах курăнать - Прокопьевсем çĕнĕ ферма çĕклеççĕ иккен. Часах хĕл çывхарнăран ĕçсене вĕçлесе унта выльăха кĕртесшĕн. Григорипе Ольга фермер хуçалăхне 2006 çулта йĕркеленĕ. Ун чухне тăрăхра ЯХПК арканнă. Хальхи ферма вырăнĕнче пулнă кивĕ çурт ишĕлме пуçланă. Григорий Анатольевич хăй те хуçалăхра водительте тăрăшнă. Унта çартан килсенех вырнаçнă вăл. Çамрăк çемье юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн фермăна хута янă, сыснасем усрама пуçланă. Пĕр вăхăт ăна 200 пуçа та çитернĕ. Ун хыççăн Прокопьевсем ĕнесем туянма шухăшланă. Вĕсене сыснасемпе пĕрле усрама юраманран малтан ĕрчетнисене сутса пĕтернĕ.
Хушма хуçалăха аталантармашкăн çамрăк фермерсем проект хатĕрленĕ. Ăна конкурса пĕлтĕрех тăратнă. Анчах гранта кăçал çеç илме май пулнă. Проектпа килĕшÿллĕн 2 çул хушшинче фермăна çĕклесе выльăх йышне 100 пуçа çитермелле. Халĕ хуçалăхра - 30 ĕне. Пурте хура-шурă. Унсăр пуçне вăкăрсем, пăрусем, лаша пур. Прокопьевсем çитес вăхăтрах тепĕр 30 ĕне туянма палăртнă. Малалла вулас...