Вырăнти халăх пуçарăвĕсене тĕпе хурса

14 Раштав, 2017

Кăçал кăрлач уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси пирки калакан указа алă пуснăччĕ. Вăл мĕнлерех пурнăçланса пынипе паллашас тесе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паян Элĕк районне çитсе килчĕ. Чи малтанах вăл Чăваш Сурăм ялĕнче пулчĕ.

Кунта асăннă программăпа килĕшÿллĕн пушар машинине лартмашкăн гараж тунă. Маларах техника хĕлле те урамрах тăнă, çавăнпа «хĕрлĕ автан» алхасма пуçлани пирки хыпар çитсен машинăна ăшăтмашкăн вăхăт кирлĕ пулнă. Малашне вара ун пек чăрмав сиксе тухмĕ. Чăваш Сурăм ял тăрăхне пĕтĕмпе 16 ял кĕрет, гараж тăвас тесе кашни килтен 400-шер тенкĕ пухнă. Район бюджетĕнчен — 215,2 пин, республика бюджетĕнчен 645,7 пин тенкĕ уйăрса панă.

Сурăмварри ялĕнче пурăнакансем вара кану вырăнĕ тăвас тенĕ, унтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене халалласа стела вырнаçтарнă. «Пирĕн ялта клуб та, шкул та çук. Малашне вара эпир пурте пĕрле кунта пухăнăпăр, уявсене, çав шутрах — Çĕнтерÿ кунне те, çак вырăнта ирттерĕпĕр», — терĕç кăмăллăн ял çыннисем.

«Питĕ кирлĕ те вăхăтлă программа пулчĕ ку. Унта кăçал республикăри 97 ял тăрăхĕ хутшăнчĕ, вĕсенче 104 проект пурнăçа кĕрет. Çитес çул вĕсен шучĕ тата ытларах пуласса шанатпăр», — пĕлтерчĕ Сергей Артамонов. Элĕк районĕнче кăçал вырăнта пурăнакансен пуçарăвĕсене тĕпе хурса 7 проект пурнăçланать.

Алина НИКОЛАЕВА, Чăваш Сурăм ялĕнче пурăнакан:

Пушар машини лартмалли гаража тунăшăн эпир пурте савăнатпăр. Çапла майпа эпир хамăрăн хăрушсăрлăхшăн тăрăшатпăр. Ача-пăча шăрпăкпа вылянипе те, ытти сăлтавпа та вут-çулăм алхасма пултарать. Ял тăрăхĕнчех пушар машини пурри аван, кун пек хамăра лăпкăрах.

 

Рубрика: 

Комментари хушас