Тимлĕ пулмалла!

Раççейри чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн ĕçченĕсем Муркаш районĕнчи «Хĕвел» лагерьте пулнă. Пĕчĕк калапăшлă карапсен патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем Сергей Аршинов тата Ольга Курдиманова шыври хăрушсăрлăх уйăхлăхне пăхăнса кунта канакансем валли ăсталăх класĕ ирттернĕ.

Специалистсем шыври тимсĕрлĕх мĕн патне илсе çитернине уçăмлатнă. Кăтартусем пăшăрхантараççĕ — кăçал 14 инкек палăтрнă, 12 çын вилнĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ — ачасем.

МЧС ĕçченĕсем шăпăрлансене шыва кĕнĕ чухнехи йĕркепе паллаштарнă. «Юхан шыв е пĕве хĕррине çитсессĕн унта тÿрех кĕме юрамасть. Сăмахран, шăрăх машинăра килнĕ тейĕпĕр, малтан уçăлмалла, сывлăш çавăрмалла. Пĕлмен вырăнта пуçпа ан чăмăр, инкек çумра çÿрет-çке. Çăлав службин ĕçченĕсем ятарлă паллăсем вырнаçтараççĕ, вĕсенчен иртсе каймалла мар. Тус-тантăшпа вылянă май хăюлăх кăтартма кирлех мар», — вĕрентнĕ Сергей Аршинов.

Çăлавçăсем инкеке çакланнине пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама хăнăхтарнă. Занятире арçын ачасемпе хĕрачасем çăлăну жилетне тăхăнса пăхнă, вĕрсе хăпартнă ункăпа тата çекĕл çыхнă кантрапа «путакана» инкекрен хăтарнă.

 

Валентина ФЕДОРОВА. cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас