Çемье
Пурнăçа юратсан - вăл илемлĕ
55 çултан тĕл пулчĕç
Çÿпçипе хупăлчи - кÿршĕсемех
Канаш районĕнчи Карăклăра пурăнакан Ольга Архиповна Михайлова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Архипова/ çуралнă килĕнче арçын вырăнĕнче пулнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă хыççăн кил-йышра пысăк ĕçсене арçын тăвассине шанмалли пулман. Ольгăн аппăшĕ Канашра финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă та аякри çĕре ĕçлеме кайнă. Çемьери кĕçĕн хĕрĕн те вĕренес туртăм пулнă. Анчах ачисенчен пĕрне те килĕнчен ярас килмен амăшĕн. Хресчен килĕнче ĕç темĕн чухлех. Кÿршĕрех сăпайлă та ĕçрен хăраман каччă Анатолий пурăннă. Çапла пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче çитĕннĕ Ольăпа Толя çемье чăмăртанă.
«Мĕнле арăм пулĕç-ши?»
«Мĕнле арăм пулĕç-ши/» Çемьеллисем хăйсене ăçта тата хăçан ытларах ирĕклĕ туяççĕ? Паллах, командировкăра е темиçе уйăхлăха аякка ĕçлеме кайсан... Хусахсемпе хĕрсем вара - яланах ирĕклĕ. Ку хутĕнче те Воронеж облаçĕнчи Усмань районĕнчи «Красинский» хуçалăха ĕçлеме хусахсемпе хĕрсем ытларах пычĕç. Пурăнма пурне те пĕр общежитие, анчах уйрăм пÿлĕмсене вырнаçтарчĕç. Эпир пĕр пÿлĕме çулланнă икĕ арçын тата пĕр хусах лекрĕмĕр. Юнашар пÿлĕмре - хĕрарăмсемпе хĕрсем.