Çÿпçипе хупăлчи - кÿршĕсемех
Канаш районĕнчи Карăклăра пурăнакан Ольга Архиповна Михайлова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Архипова/ çуралнă килĕнче арçын вырăнĕнче пулнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă хыççăн кил-йышра пысăк ĕçсене арçын тăвассине шанмалли пулман. Ольгăн аппăшĕ Канашра финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă та аякри çĕре ĕçлеме кайнă. Çемьери кĕçĕн хĕрĕн те вĕренес туртăм пулнă. Анчах ачисенчен пĕрне те килĕнчен ярас килмен амăшĕн. Хресчен килĕнче ĕç темĕн чухлех. Кÿршĕрех сăпайлă та ĕçрен хăраман каччă Анатолий пурăннă. Çапла пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче çитĕннĕ Ольăпа Толя çемье чăмăртанă. Унтанпа килес çуркунне 55 çул çитет ĕнтĕ. Çур ĕмĕр ытла пĕр çулпа утакансем халĕ те килĕштерсе пурăнаççĕ. Ял-йышра, таврара чыс-хисепре пулнăран, ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе воспитани панăран вырăнти влаç органĕсем сĕннипе Михайловсене 2013 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă. - Эпир çамрăк чухне хĕрарăмсем пилĕк ачаран сахал çуратманпа пĕрех. «Нормăран» катăк ан пултăр тенĕ- пĕрин хыççăн тепĕрне çуратнă. Хуняман куçĕ курмастчĕ. Ăна та пăхмалла пулнă - ачасене унпа шанса хăварайманран ĕçе пит васкасах тухман. Пĕр хушă Уçырмари кирпĕч заводне кĕрĕшнĕччĕ. Производство аван пынă - 5 сехет тĕлне кăмака умĕнче пулмаллаччĕ. Паллах, çемьене йывăр килетчĕ. Каярах Карăклăри шкул столовăйне вырнаçрăм. Чăн та, ĕç кил çумĕнче пулни аванччĕ. Çав тери килĕшетчĕ унта - 54 çулта ĕçлеме пăрахрăм. Чун туртнипе пĕрмаях шкул еннелле пăхса макăраттăм. Хĕлле, ĕç çукрах чухне, пушшех тунсăхлаттăм, - иртнĕ кунсене аса илет 76-ри хĕрарăм. - Юрать, ялти çын выльăх тытать... Анатолий Михайловичăн ачалăхĕ мăшăрĕнни пекех - çăмăл килмен. Ашшĕсĕр ÿснĕскерĕн амăшĕ арçын ача 12 тултарнă çул суккăрланма тытăннă. - Канашра механизаци шкулĕнче вĕрентĕм. Çавăн чухне пире, сухаçăсене, 8 уйăхлăха Алтай тăрăхне уçман çеремсем çине ячĕç. Йывăрлăха пăхмасăр кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек техникăпа ĕçлеттĕмĕр, - аса илет иртнĕ кунсене саккăрмĕш теçетке çула вакланă çын. 12 çултах колхозра кĕтÿçĕре çÿреме пуçланăскер хресчен йывăрлăхĕсене самай тÿснĕ. Кирек мĕнле шаннă ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кура инженер-механик, мастерской ертÿçин должноçĕсенче те ĕçленĕ. Техника валли саппас пайсем шыраса кÿршĕ районсене те çитнине каласа кăтартать. Вăрман турттарма кайсан çур çĕр иртсен киле çитни сахал пулнă-и? Çапах та çамрăк, вăй питти кунсене савăнса аса илет пенсионер: «Колхоз кĕрлесе тăратчĕ. Ĕçлес текеншĕн тархасшăн - тарличчен тăрмаш. Канма вăйпах яратчĕç-ха тата. Курортра кашни çулах пулаттăм: ăнсăртран аммиакпа сиенленнĕрен сывлăха тĕрĕслеттерсех тăма хистетчĕç. Пĕрре çапла тухтăр патне кайсан пыра операци тумалла терĕç. Медсестра ман çине темĕн каласшăн пек пăхать. Коридора тухсан вăл мана операци хыççăн пурнăç вăрах тăсăлмасан та пултарни пирки асăрхаттарчĕ. Ун чухне ял хуçалăх институтĕнче шăпах курссенче вĕренеттĕм те - каярах килĕп тесе шантарса тухса кайрăм. Паллах, хам текех ура та ярса пусман. Шăпа темле килсе тухма пултаратчĕ...» Телее, паян та ыр-сывах-ха Анатолий Михайлович. Хăнăхнă йăлапа çуллен хăйне упрас тĕллевпе санаторире сипленет. Эрех-пируспа айкашманскерĕн кĕлетки халĕ те йăрăс, сăнĕ çутă. Çуркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтет сад-пахча ăсти. Ун чухне вĕсем мăшăрĕпе пÿрте кĕме те пĕлмеççĕ. Темĕн чухлĕ улма-çырла тĕмĕ вĕсен хуçалăхĕнче. Иçĕм çырлипе аппаланма килĕштереççĕ - 21 тĕпе çитернĕ ăна. Чун киленĕçĕ пирки сăмах тапратрăм пулсан кил хуçи мăшăрĕн ал ĕçĕ çинчен каламаллах. Палантин, тапăчки, пĕчĕк минтер - мĕн тери илемлĕ çыхнă! Çакăн пек чун хавалĕ пур тăк - тунсăх валли хĕллехи кун та вырăн çук! Çулла-и? Михайловсен килĕ ун чухне вĕллене çаврăнать тейĕн: мăнукĕсен, вĕсен ачисен хаваслă сассипе тулать. Пĕр сăмахпа - асламăшĕ-кукамăшĕн, аслашшĕ-кукашшĕн килĕнче пурнăç чăнахах вĕресе тăрать. Ирина ПУШКИНА