Çÿпçипе хупăлчи - кÿршĕсемех
Канаш районĕнчи Карăклăра пурăнакан Ольга Архиповна Михайлова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Архипова/ çуралнă килĕнче арçын вырăнĕнче пулнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă хыççăн кил-йышра пысăк ĕçсене арçын тăвассине шанмалли пулман. Ольгăн аппăшĕ Канашра финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă та аякри çĕре ĕçлеме кайнă. Çемьери кĕçĕн хĕрĕн те вĕренес туртăм пулнă. Анчах ачисенчен пĕрне те килĕнчен ярас килмен амăшĕн. Хресчен килĕнче ĕç темĕн чухлех. Кÿршĕрех сăпайлă та ĕçрен хăраман каччă Анатолий пурăннă. Çапла пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче çитĕннĕ Ольăпа Толя çемье чăмăртанă.