«Мĕнле арăм пулĕç-ши?»

14 Кăрлач, 2014

«Мĕнле арăм пулĕç-ши/» Çемьеллисем хăйсене ăçта тата хăçан ытларах ирĕклĕ туяççĕ? Паллах, командировкăра е темиçе уйăхлăха аякка ĕçлеме кайсан... Хусахсемпе хĕрсем вара - яланах ирĕклĕ. Ку хутĕнче те Воронеж облаçĕнчи Усмань районĕнчи «Красинский» хуçалăха ĕçлеме хусахсемпе хĕрсем ытларах пычĕç. Пурăнма пурне те пĕр общежитие, анчах уйрăм пÿлĕмсене вырнаçтарчĕç. Эпир пĕр пÿлĕме çулланнă икĕ арçын тата пĕр хусах лекрĕмĕр. Юнашар пÿлĕмре - хĕрарăмсемпе хĕрсем. Каярахпа пĕри, Канаш тăрăхĕнчен килнĕскер, туй пĕркенчĕкĕ айĕнче икĕ хутчен те тăрса курни, тепри Шупашкарти Атăл хĕрринчи пĕр кафере шурăмпуç хăпаричченех ура тупанĕ ыратма пуçличчен ташлани çинчен пĕлтĕмĕр. Анчах та кунта унашкал майсем çук: талăкра вун икĕ сехетрен кая мар улмуççи тавра ташласан хăвăн ятна та манатăн. Çапах та шултра сăмахсемпе перкелешекен Дима, стена леш енчи пÿлĕмре каçсерен ихĕлтетекен Людăпа Светлана хăйсен чунĕсене йăпатма май тупрĕç-тупрĕçех. Ку тĕлĕшпе чи малтан Дима пуçарулăх кăтартрĕ. Столовăйĕнче апатланнă хыççăн юлнă çăкăр татăкĕсене вăл çĕпре тума типĕтрĕ. Ĕç укçи шучĕпе буфетран темиçе килограмм сахăр туянчĕ. Вĕсене шыв тултарнă пластик кĕленчесене чăмтарчĕ те эрнерен пăрака хатĕр те. Пĕр каçхине стенана чăмăрĕпе танклаттарса Людăпа Светланăна чĕнсе илчĕ. Лешсем çитсен Дима кравать айĕнчен пăрака кĕленчине туртса кăларчĕ. «Коньяк!» - терĕ. Хĕрсем пĕчĕккĕн сыпа-сыпа пĕрер стакан пушатрĕç. Килĕшрĕ пулас вĕсене «коньяк» - татах тултарма ыйтрĕç. Кăштахран Светлана Димăн йăмăкĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Ÿсĕрĕлме пуçланă Люда Светланăна куç хĕсрĕ те - лешĕ тайкалана-тайкалана коридора тухрĕ. «Эй, ваттисем, эсир çывăратăр-и?» - чĕнчĕ пире Дима. Эпир паçăрах тĕлĕрме пуçланăччĕ-ха. «Вăт çавсене качча ил. Мĕнле арăм пулĕç-ши?» - ирхине çапла ятлаçса ĕçе утрĕ мана хирĕç кравать çинче çывăракан Шупашкар район çынни Петр Козлов. Эпĕ юриех утиял айĕнчен сăнаса выртрăм. Тьфу, намăссăрсем! Тепĕр тесен, халĕ çĕрле улмуççи айĕнче те сивĕ мар. Эпир яш чухне ясар шухăшпа пурăнман». «Пурнăç улшăнать, çавна май çынсем те улшăнаççĕ», - хушса хутăм эпĕ. Александр МОКИН. Шупашкар

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.