55 çултан тĕл пулчĕç

26 Пуш, 2014

Тутарстанри Лайăш районне кĕрекен Пысăк Капан ялĕнчи Спасо-Преображени чиркĕвĕнче протоиерей пулса ĕçленĕ Георгий Аркадьевич Давыдов, чăваш çынни, пĕлтĕр çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче вилсен Аксу тата Çарăмсан районĕсенче пурăнакан тăванĕсем ăна асăнма кунта килчĕç.

Унăн вил тăпри умĕнче тăнă чухне Пысăк Капан ялĕнче пурăнакан Альберт Кольцов килнисен хушшинче чăвашла калаçакансене курса вĕсем патне пынă: «Эпĕ те чăвашран, çавăнпа эсир тăван чĕлхепе калаçнине илтсе чăтса тăраймарăм, эсир ăçтан килнине, камсем пулнине пĕлес тесе сире чăрмантарма шухăшларăм», - тенĕ.

Иван Петровичпа Зинаида Федоровна Семеновсем Аксу районне кĕрекен Кивĕ Тимушкел ялĕнчен пулнине каланă. Вĕсем Георгий Давыдовпа пĕрремĕш класран пуçласа çиччĕмĕшне пĕтериччен пĕрле вĕренни çинчен пĕлтернĕ. Ку сăмахсене илтсен А.Кольцов Георгипе туслă пурăннине, Чăваш Енри Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Малти Пукаш çынни пулнине каланă. «Сĕнтĕрвăрри районĕ» тенине илтсен Зинаида Федоровна савăнсах кайнă, çапла вара малалла ыйтма пуçланă: «Сирĕн районта Хуракасси ятлă ял пур-и, сирĕнтен аякра-и?»

Альберт Миронович: «Хуракасси пирĕн ялтан 5 километрта кăна, хамăр тăвансем пурăнакан Ваçликасси ялне кайнă чухне Хуракасси витĕр çÿретпĕр», - тенĕ.

Зинаида Федоровна 55 çул каярах Челябинск хулинче Хуракассинчен пынă питĕ кăмăллă, çамрăк хĕрпе пĕр бригадăра ĕçленине, общежитире те пĕр пÿлĕмре пурăннине каласа кăтартнă. Çав хĕр Зоя Павловна Павлова пулнă. Икĕ эрне иртсен хăйсен тăванĕсем патне кайнă чухне А.М.Кольцов Хуракасси ялне те кĕрсе тухнă.

Автобус чарăнăвĕнче вăл Шупашкарта пĕр вăхăтра вĕреннĕ Маргарита Михайловăна курнă. Ăна Зоя Павловăна валли çамрăк чухнехи тусĕн адресне, телефон номерне парса хăварнă. Хуракасси ялĕнче пĕр вăхăтра Зоя Павловна Павловăсем тăваттăн пулнипе Маргарита Степановна пурин патне те çитме тĕв тунă. Челябинск хулинче ĕçлени çинчен пĕлтерсен кирлĕ çынна тупнă.

Çакăн хыççăн Семеновсем Хуракассине килсех Зоя Павловнăпа тĕл пулма шухăшланă. Çул кăтартма тесе А.Кольцова та пĕрле пыма ыйтнă.

* * *

Хаклă хăнасене Зоя Павловна тăван килĕ умĕнче кĕтсе илчĕ. Зинаида Федоровнăпа ыталанчĕç, куçĕсем шывланчĕç, 55 çул иртсен тĕл пулма май килнишĕн савăнса калаçрĕç.

Пĕр-пĕринпе тĕл пулас шухăш Зоя Павловнăна та канăç паман. 1985 çулта унăн аслă ывăлĕ Толя Шупашкарта Трактор тăвакан заводра ĕçленĕ чухне Семеновсен ялĕнчен пынă каччăпа общежитире пĕр пÿлĕмре пурăнни çинчен амăшне каласа панă.

Тутарстан каччи Саша Попов Тольăна хăйсен ялне хăнана та илсе кайнă, анчах вĕсем пынă кун Семеновсем килте пулман. Тĕл пулма май килмен.

...Челябинск хулине З.Ф.Сазонова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ 1956 çулта, шкул пĕтернĕ хыççăн, ĕçлеме тухса кайнă. Тăван колхозра ĕç кунĕсемшĕн укçа пачах та тÿлеменни, çитĕнсе пыракан çамрăксем валли тăхăнмалли япаласем илме йывăр пулни хĕр ачана ют хулана çула тухма хистенĕ.

З.П.Павлова Хуракассинчи вăтам шкултан 1957 çулта вĕренсе тухнă хыççăн амăшĕн шăллĕ патне Челябинска тухса кайнă. Тĕрлĕ вăхăтра пынă пулсан та чăваш хĕрĕсем пĕр организациех, СМП-150-на, ĕçлеме вырнаçнă, пĕр общежитире, пĕр пÿлĕмрех пурăнма пуçланă. Хĕрсем культура çурчĕ тăвакан каменщиксен бригадинче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра стройкăсенче пысăк крансем пулманпа пĕрех, вĕсен те вырăнтан вырăна куçарса лартакан лебедкăпа ĕçлекен «Пионер» кран кăна пулнă. Çак кранăн хăвачĕ çитменнипе çÿлти хутсене кирпĕч те, раствор та алăпах çĕклеме тивнĕ. Йывăр ĕç тусан та укçа нумай тÿлемен, уйăхра вăтам шалу 70-80 тенкĕрен иртмен.

Икĕ çул ĕçлесен Зинаида Сазонова килне таврăннă. Çак вăхăтранпа вара пĕрле ĕçлесе пурăннă хĕрсем пĕр-пĕринпе урăх тĕл пулман. Килнĕ çулах Зинаида Федоровна бригадирта ĕçлекен Иван Семенова качча тухнă, икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ - тăватă мăнук. Хуларан таврăннă хĕр хăйсен тăрăхĕнчи «Победа» колхозра уй-хир бригадинче 20 çул тăрмашнă, ун хыççăн ялти медпунктра санитаркăра - тата 20 çул.

Зоя Павловна тăван килне 1959 çулта таврăннă. Малтанхи вăхăтра Хусан çывăхĕнчи Дербышки поселокĕ патĕнче газ пăрăхĕсем хунă çĕрте ĕçленĕ, 1961 çулта хăйсен ялĕн йĕкĕтне Петр Николаева качча тухнă. Николаевсем 5 ывăл çуратса ÿстернĕ. Çемьеленсен Зоя Павловна «Эльбарусовский» совхозра дояркăра 17 çул çанă тавăрса ĕçленĕ.

Çав вăхăтсенче совхозра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 1200 пуçа çитнĕ, вĕсенчен сăвăнаканни - 450 пуç. Çулталăкра кашни ĕнерен 4000 литр сĕт суса илнĕ.

«Халĕ маншăн çав тапхăр тĕлĕк пек туйăнать, мĕншĕн тесен совхозĕ те пĕтсе ларчĕ, ĕнисем те çук, выльăх-чĕрлĕх комплексне те ватса пĕтерчĕç, никама та нимĕн те кирлĕ мар пулса тăчĕ, - пăшăрханса аса илет халĕ Зоя Николаева. - Иксĕмĕр те фермăра чипер ĕçленĕ вăхăтрах, шел, 53 çулти упăшка çĕре кĕчĕ. Юрать-ха, ывăлсем тăван ялтах пурнăç тымарне ячĕç: уйăрса панă çĕрсем çинче хăйсем валли кил-çурт лартрĕç, ачисене пăхса ÿстереççĕ», - каласа парать пире кĕçĕн ывăлĕпе пурăнакан ватă хĕрарăм.

Тутарстанран килнĕ хăнасем кайма тухиччен пурте пĕрле Нарат-Чакки ялĕнчи Михаил Архангел чиркĕвне кайса çуртасем лартрĕç. Ку чиркÿре 20 çул ĕçлекен протоиерей Иоанн Анисимов /Иван Анисимов/ вĕсене кăмăллă, савăнса кĕтсе илчĕ, пуринпе те ăшшăн калаçрĕ. Вăл З.Павловăпа пĕрле Хуракассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ, А.Кольцовпа вара пĕр ялта çуралса ÿснĕ.

Чиркÿрен таврăнсан хăнасем нумай тăмарĕç, çуллен тĕл пуласси çинчен калаçса татăлсан кил хуçипе уйрăлса каç пуличчен Хусана çитес шухăшпа çула тухрĕç.

Зоя Павловна хăнасен машини курăнми пуличченех алă сулчĕ.


Анатолий МИРОНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.