Аслисен хÿттинче шывра та путмасть
Сывă ачасенчен чылайăшĕ пурнăçăн малтанхи кунĕсенчех чăпăл тума еплерех килĕштернине алла пепке тытма ĕлкĕрнĕ ашшĕ-амăшĕ питĕ лайăх пĕлет. Чăн та, хăшĕ-пĕри шывран хăрани те пулать. Шикленессинчен хăтăлма пĕчĕкскерсене епле пулăшмалла-ха?
Шупашкарта нумаях пулмасть пурнăçланма тытăннă проект - ку енĕпе чăнахах та усă кÿрекеннисенчен пĕри. «Тĕпренчĕкĕм, иш!» ятлăскере тĕп хулари 201-мĕш ача сачĕн /Трактор тăвакансен проспектĕнче вырнаçнă/ педагогĕсем сĕннĕ. Садикĕн хăтлă бассейн пур. Учреждение çÿрекен 400 ачаран, шел те, çурри кăна ишев занятийĕсене хутшăнаять /медицина кăтартăвĕсене пула/. Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕн тÿлевлĕ хушма ĕçсемпе аппаланма ирĕк пуррипе усă курса халĕ кунта кăкăр ачисем валли ятарлă курссем йĕркелеççĕ. Çĕнĕ проектпа килĕшÿллĕн 5-6 уйăхсенчи е аслăрах шăпăрлансене амăшĕпе пĕрле бассейна çÿреме ирĕк параççĕ.
- Ишев занятине тухтăр ирĕк панине çирĕплетекен справка тăратнисем эрнере икĕ кун килеççĕ. Амăшĕсен çумĕнчи пепкесене Светлана Одинцова опытлă тренер шывра тытăнса тăма хăнăхтарать. Вăл шкул ÿсĕмне çитменнисемпе 20 çула яхăнах ĕçлет ĕнтĕ, - каласа кăтартать ача сачĕн ертÿçи Ирина Никитина.
Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх - тин çуралнă ачана ишев процедурине 2-3 эрнеренех хăнăхтарма пуçăнмашкăн юрать. Çитменнине, кăкăр ачисем бассейна аслăраххисенчен чылай хăвăртрах килĕштерме пуçлаççĕ иккен: вĕсем амăшĕн варĕнчи тăрăма манма ĕлкĕреймен-çке.
- Çуртри кÿлмек пĕчĕккисене чир-чĕр ертес хăрушлăх кăларса тăратмасть-и? Вĕсен иммунитечĕ çирĕпленсех çитмен вĕт-ха, - çулталăкран кĕçĕннисен сывлăхĕшĕн сисчĕвленсе ыйтатăп садик ертÿлĕхĕнчен.
- Пирĕн учреждени санитари ыйтнине пĕтĕмпех тивĕçтерет. Бассейнри шыва ультрафиолет çутипе тата хăйăр фильтрĕпе тасатсах тăратпăр. Асăрхăр, хлор пирки çăвар уçмарăм. Çавна май пепкесен сывлăхĕшĕн пăшăрханма сăлтав çук, - терĕ Ирина Михайловна.
Ырă пуçару хăйĕн çыннисене тупатех. Паян ятарласа ишме садике 24 пепке çÿрет. «Тяппа туянма» ĕлкĕрейменскерсем хăйсене кунта çав тери хăтлă туяççĕ. Заняти пынă вăхăтра нăйкăшакан-макăракан çуккиех /инструктор сăмахĕпе/ çирĕплетет çакна. Шывран кăларсан вара пĕчĕкскерсен куçĕсем каллех йĕпенеççĕ - куççульпе.
- Пирĕн тĕллев - ачана ниме пăхмасăр ишме вĕрентесси мар. Чи кирли - шăпăрланăн сывлăхĕ çирĕплентĕр, амăшĕн хÿттинче хăйне лăпкă та хăтлă туйтăр. Ишев ачан сывлав органĕсене лайăх ĕçлеттерет, юн çаврăнăшĕ лайăхланать, нерв тытăмĕ, çурăм шăмми çирĕпленет, - каласа кăтартать Светлана Валерьевна тренер.
Амăшĕсен шухăш-кăмăлĕ еплерех-ши тата? Кĕтнĕ пекех - бассейна çÿрекенсем хĕпĕртĕвне пытармаççĕ.
- Хĕрĕм шывра хăйне пулă пекех туйма тытăнчĕ. Кунта кăшт ывăнать те каçхине питĕ лайăх çывăрать, - палăртрĕ пĕчĕк Дианăн амăшĕ Лилия Оривалова.
Садик йĕркеленĕ çак ĕç-пуç çинчен пĕлсе хăйсене те йышăнма ыйтакан ашшĕ-амăшĕ йышлансах пырать. Эппин, усăллă проектшăн çул уçăлсах пырасса шанас килет. Малашне кунта ушкăн хушăнас, аслăрах ÿсĕмри ачасене те /паллах, 7 çултан кĕçĕнреххисене/ йышăнас пирки систерчĕç.
Влада МИРСКАЯ