Çемье

21 Çурла, 2014

Вăййа тухма вăй тупаттăмăр

Çĕрпÿ районĕнчи Шалчакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ эпир, Мария Григорьевнăпа Аркадий Сидорович Сидоровсем. Пĕр шкултах, пĕр класрах вĕреннĕскерсене çитĕнсен пурнăç сукмакĕпе те пĕрлех утма пÿрчĕ шăпа. Акă тăнлав тĕлĕнчи çÿç те тахçанах шуралчĕ - ачалăхăмăр тата шухă çамрăклăхăмăр халĕ те асран тухмасть.

21 Çурла, 2014

Çамрăксене пил пачĕç

Изумруд туя пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитсен паллă тăваççĕ. Ăна кĕтсе илме хĕрÿ юрату, чăтăмлăх, ăнланулăх, тимлĕх кирлĕ. Çак сăмахсене Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче пурăнакан Михаил Матвеевичпа Нина Константиновна Матвеевсем пиркиех каланăн туйăнать. Вĕсен кун-çулне тишкерсен чăннипех те çапла иккенне тĕшмĕртетĕн.

28 Çу, 2014

Ăнăçлисене Кировра кĕтеççĕ

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчи Адюковсен çемйипе вулаканăмăрсене хамăрăн страницăра тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Вĕсем республикăра "Çулталăк çемйи - 2013" конкурсăн çĕнтерÿçисем пулнăччĕ. Çак кунсенче туслă кил-йыш федерацин Атăлçи округĕнче иртекен "Атăлçин ăнăçлă çемйи - 2014" конкурс-фестивале хутшăнма каймашкăн хатĕрленет.

28 Çу, 2014

Сериал пăхмасăр,

 е Йышлă çемьере мăкланмăн

Шупашкарти Мускав районĕн социаллă центрĕ Çемье кунĕ тĕлне «Чи лайăх çемье» конкурс ирттерчĕ. Конкурса çак районти нумай ачаллă çемьесене йыхравларĕ. Вăйăра 4-5-шер ачаллă çемьесем тĕл пулни савăнтарчĕ - вăхăт çук тесе пăрăнман харсăрсем.

- Çемьесем туслă та çирĕп пулсассăн çĕр-шывăмăр та тĕреклĕрех пулĕ. Патшалăхăн вара вĕсене тĕрĕс аталанмашкăн майсем туса памалла, - уçрĕ тĕл пулăва центр ертÿçи Ольга Сергеевна Еремина.

28 Çу, 2014

Шăпăрлансем шавланă чух Шăплат шăпланмĕ

Шупашкар енчен Вăрмар районне пырса кĕрсенех Энтриял ял тăрăхĕн территорийĕ пуçланать. Шăплат та, Хусан енне тăсăлакан трассăран 6-7 çухрăм шаларах вырнаçнăскер, унăн шутĕнче. Эпĕ пырса çитнĕ чухне кунта Çĕнтерÿ кунне халалласа митинг иртетчĕ.

Pages