Вăййа тухма вăй тупаттăмăр
Çемье

Çĕрпÿ районĕнчи Шалчакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ эпир, Мария Григорьевнăпа Аркадий Сидорович Сидоровсем. Пĕр шкултах, пĕр класрах вĕреннĕскерсене çитĕнсен пурнăç сукмакĕпе те пĕрлех утма пÿрчĕ шăпа. Акă тăнлав тĕлĕнчи çÿç те тахçанах шуралчĕ - ачалăхăмăр тата шухă çамрăклăхăмăр халĕ те асран тухмасть.

1941 çулхи çу уйăхĕнче çичĕ класс вĕренсе пĕтертĕмĕр. Малашнехи пурнăç урапи пач урăх çулпа кусма пуçласса пирĕнтен нихăшĕ те тĕшмĕртме пултарайман паллах. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ...

Тăван колхозри мĕн пур йывăр ĕç ачасемпе хĕрарăмсем тата ватăсем çине тиенчĕ. Акаттăмăр, сÿрелеттĕмĕр, çумлаттăмăр, çулаттăмăр, выраттăмăр - çуркуннерен хура кĕркуннечченех уйра тăрмашаттăмăр. Çĕр улмине иккĕмĕш çăкăр тетчĕç те - вăл вара чăн-чăнни вырăнĕнчехчĕ. Вырма пуçлансан куллен тенĕ пек Канашри элеватора 12-15 лав каятчĕ. 50 килоллă михĕсене трап тăрăх çĕклесе хăпараттăмăр. Хушăран вăйран кайса ÿкни те пулнă: ун пек чухне миххе тÿрех пушататăн. Канаша çити пирĕн ялтан - 30 çухрăм.

Тырăпа ĕç вĕçлесенех патшалăха çĕр улми памашкăн тытăнаттăмăр. Йывăрччĕ, анчах нихăçан та пуç усман. Кĕркунне-хĕлле те ĕç пурччĕ. Мария çуллахи вăхăтра бригадăпа Атăл леш енче торф кăларнă пулсан хĕллехи кунсенче вăрманта вутă хатĕрлеме хутшăнатчĕ. Эпĕ Мускав-Хусан трасса çинче Куславккка районĕнче çул-йĕр строительствинче вăй хураттăм. Кунта кашни хăйне хушнине пурнăçлатчĕ. Мĕн пур ĕçченĕн 1 кубла метр чул, çавăн чухлех хăйăр хатĕрлемеллеччĕ, вĕсене çул-йĕр мастерне памаллаччĕ. Унсăр пуçне çĕр чавассипе нумай аппаланнă. Кун çинчен çырма темех мар пек, анчах çул çитмен çамрăкшăн кунашкаллине пурнăçласси самай тертлĕ пулнă. Апла-и, капла-и, тар кăларса кунĕпе ĕçлесен те никам та нăйламан. Пурнăç пирĕнтен çапла ыйтать тенĕ те - лăпланнă. Каçсерен вăйăра савăннă.

Хальхи çамрăксенчен хăшĕ-пĕри ун чухне аслă классенче тÿлевлĕ вĕрентни çинчен пĕлмест те пуль. Вĕренÿ çулĕшĕн 150 тенкĕ тÿлетчĕ атте-анне. Çакнашкал лару-тăрура уроксене вайăн-шайăн ларса ирттерме намăс пекчĕ. Пĕлÿшĕн чăнласах çунса вĕреннĕ ун чухне.

Чылай вăхăт Çĕрпÿри район больницинче выртса сипленмелле пулчĕ манăн. Салтака кайма та ят тухрĕ - аслă классене вĕренсе пĕтереймерĕм. Çапла вĕренĕве вĕçлемесĕрех çар ретне тăма тиврĕ. Хĕсметре 7 çул пултăм. Салтакран таврăнсан кăна аттестат алла илме тÿр килчĕ. Ун чухне ĕçлеме те тытăннăччĕ ĕнтĕ: Чурачăкра /вăл вăхăтра район центрĕ шутланнă/ кино кăтартассине йĕркелерĕм. Пĕлÿ илес ĕмĕт малалла та сÿнмерĕ: Саратоври Д.И.Курский ячĕллĕ юридици институтне вĕренме кĕтĕм. Ун чухне эпĕ мăшăрланма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Салтакран тăван яла таврăнсан Марийăпа килĕштерсе çÿреме пуçларăмăр, çемье çавăртăмăр.

Диплом илнĕ хыççăн Элĕк, Çĕмĕрле районĕсенче судьяра ĕçлеме шăпа пÿрчĕ. Каярах - республикăри Юстици министерствинче тĕп специалистра тăрăшрăм. Отставкăна кайиччен 18 çул Аслă судра судья тивĕçĕсене пурнăçлама тиврĕ.

Мария Григорьевнăпа пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма тытăннăранпа акă ĕнтĕ 60 çул çитрĕ. Икĕ ывăла пурнăç парнелесе ура çине тăратрăмăр. 4 мăнук, пурте аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илме тĕв турĕç. Иккĕшĕ дипломлă пулчĕç те ĕнтĕ.

Хальхи пурнăçра çамрăксене хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама çул уçă. Вĕрен, ĕçле, ан ÿркен - малашлăху алăра. Мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннă чухне çакна ăнланасчĕ те кашни ырă саманта хаклама тăрăшасчĕ.

Аркадий СИДОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ

 

-

Аркадий СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.