уявсем

15 Нарăс, 2019

Муркаш районĕ – 75 çулта

Паян Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалласа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта районта пурăнакансемпе ĕçлекенсем, çак тăрăхра çуралса ÿснĕ çынсем тата хăнасем хутшăнчĕç.

21 Кăрлач, 2019

Чĕмпĕр кĕпĕрнаттăрне чăваш шăрттанĕ килĕшнĕ

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ЧНКн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Анатолий Ухтияров Чĕмпĕр облаçĕн черетлĕ çуралнă кунне уявлама хутшăннă.

29 Раштав, 2018

Чăрăш тетти те чăваш тĕрриллĕ

Капăр чăрăш тавра карталанса ташлани-юрлани, савăнни-кулни — Çĕнĕ çул уявĕн йăлана кĕнĕ пайĕ. Çулталăкри чи ĕлккен праçник асамлăхĕ ача-пăчашăн пушшех çывăх. Çавăнпах республикăн культура, вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕрлĕ лапамĕ çак кунсенче хаваслă шăпăрлансен сассипе тулать.

27 Раштав, 2018

Мускавра — ёлкăра

Раштав уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем валли Мускавра Çĕнĕ çул уявĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕнче пурăнакан чи маттур шăпăрлансем пухăннă. Чăваш Енрен 4 ача кайнă.

Pages