Комментари хушас

15 Нарăс, 2019

Муркаш районĕ – 75 çулта

Паян Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине халалласа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта районта пурăнакансемпе ĕçлекенсем, çак тăрăхра çуралса ÿснĕ çынсем тата хăнасем хутшăнчĕç.

Вĕсем уяв пуçланиччен фойере район аталанăвне сăнлакан куравпа паллашрĕç. Унтах уйрăм отрасльсен çитĕнĕвĕсене те кăтартнă. Муркаш тăрăхĕнчи предприятисем хăйсен продукцине тăратнă. Фойере интерактивлă площадкăсем ĕçлерĕç. Орининри халăх театрĕн артисчĕсем çынсене театр тĕнчине «лекме» пулăшрĕç: кăçал Театр çулталăкĕ-çке. Ильинка шкулĕнче вĕренекенсем фитнес-аэробикăпа туслашма сĕнчĕç. Уява килнисем Муркаш районĕн историне еплерех пĕлнине те тĕрĕслерĕç çамрăксем.

Савăнăçлă мероприяти Муркаш районĕ пирки ÿкернĕ çĕнĕ фильма кăтартнипе пуçланчĕ. Уявра салам сăмахĕ нумай пулчĕ. Муркаш районĕн пуçлăхĕ Игорь Николаев тата администраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районăн кун-çулне кĕскен аса илчĕç, Муркаш тăрăхĕнчен паллă çын нумай тухнине пĕлтерчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне пухăннисем патне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çитерчĕ. Муркаш районĕ республикăра чылай кăтартупа малта пынине палăртрĕ.

Уявра производствăра малта пыракансене, хастар çамрăксене, ветерансене чысларĕç. Чи тивĕçлисене — 2 çынна — районăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç. Мероприяти пысăк концертпа вĕçленчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: