Комментари хушас

21 Кăрлач, 2019

Чĕмпĕр кĕпĕрнаттăрне чăваш шăрттанĕ килĕшнĕ

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, ЧНКн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Анатолий Ухтияров Чĕмпĕр облаçĕн черетлĕ çуралнă кунне уявлама хутшăннă. Унта вăл конгресăн президенчĕн Николай Угасловăн саламне илсе çитернĕ. 

Хулари Ленин мемориалĕнче иртнĕ савăнăçлă ларăва хутшăннă май Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ те (ертÿçи - Олег Мустаев) чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă курав хатĕрленĕ. Унтах чăваш апат-çимĕçĕпе  сăйланă.

Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов куравпа паллашнă май чăвашсем патĕнче самай чарăнса тăни пирки ЧНКн пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева Фейсбукра пĕлтернĕ. Чăваш наци конгресĕ кĕпĕрнаттăра «Чăваш Ен мухтавлă çыннисем» сувенир парнеленĕ. Сергей Морозова чăваш шăрттанĕ питĕ килĕшет иккен. Вăл ăна ас тивсе пăхнă.

Унти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçине Олег Мустаева Анатолий Ухтияров чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнтартнă. 

www.hypar.ru Елена УРАСМЕТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: