Комментари хушас

Капăр чăрăш тавра карталанса ташлани-юрлани, савăнни-кулни — Çĕнĕ çул уявĕн йăлана кĕнĕ пайĕ. Çулталăкри чи ĕлккен праçник асамлăхĕ ача-пăчашăн пушшех çывăх. Çавăнпах республикăн культура, вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕрлĕ лапамĕ çак кунсенче хаваслă шăпăрлансен сассипе тулать. Раштавăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен шкул ачисем — 46 вĕренекен — Кремльте иртекен пĕтĕм Раççей Елкине хутшăннă. Делегацире — тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă, йышлă çемьере çитĕнекен ачасем, вĕренÿри çитĕнÿсемпе палăракансем, тĕрлĕ конкурс-олимпиада çĕнтерÿçисем, «вĕри» çапăçусене хутшăннисен ывăл-хĕрĕ...

Пĕр ушкăн — 50 хастар — çак кунсенче Чулхулана, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Елкине, çитсе савăннă. Раштавăн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ уявра та «вĕтĕ халăх» кăткă пекех хĕвĕшрĕ. Республикăн мĕн пур муниципалитетĕнчен пуçтарăннă шăпăрлансем валли Чăваш Ен Пуçлăхĕн йăлана кĕнĕ уявне йĕркелерĕç.
Пурĕ 1,5 пин ачана пĕрлештерекен праçнике эпир те çитсе куртăмăр. Юмах сăнарне çаврăннă студент волонтерсем кашни хăнана алăкранах йăл кулса, сывлăх сунса кĕтсе илчĕç. Республика ертÿлĕхĕн са-ламĕсĕр епле пултăр-ха тата вăл? Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов ачасене вĕренÿре — лайăх паллăсем, канура — савăклăх, пурнăçра вара кил ăшшипе тăнăçлăх сунчĕ.
Театр артисчĕсем кăтартнă Г.Андерсенăн «Снежная королева» юмахĕпе киленнĕ хыççăн çĕр-çĕр ача фойери капăр чăрăш тавра карталанчĕ. Эпĕ вара карнавал костюмне тăхăннăскерсен «маскине сирес» шухăшпа шухăлантăм: ЧР Пуçлăхĕн Елкине камсем килсе çитнĕ-ха?
Борис Ефимов Шупашкарти 24-мĕш шкулта пĕлÿ пухать. 4-мĕш класс ачи вĕренÿре хастар пулни кĕске калаçурах палăрчĕ.
— «Çут çанталăк» предмета çав тери килĕштеретĕп. Кăçал республикăри наука-практика конференцине те хутшăнтăм. «Пыл хурчĕсен тĕлĕнтермĕш тĕнчи» ятпа тĕпчев çыртăм. Çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм, — хавхаланса каласа кăтартрĕ Борис.
Елчĕк районĕнче пурăнакан аслашшĕ Петр Ефимов ăста хурт-хăмăрçă пулнине, вăл вĕрентнипе вĕркĕчпе аппаланма хăнăхнине асăнчĕ арçын ача. Пыл хурчĕсем çинчен темĕн те тĕпчесе пĕлме ашшĕпе амăшĕ те — Вадим Петровичпа Алина Александровна — пулăшнă-мĕн.
Çак шкултах вĕренекен 10 çулти Мария Леонтьевăна та чун киленĕçне суйлама чи çывăх çынни Людмила Владимировна витĕм кÿнĕ иккен. Амăшне курса алла йĕппе çип тытма пуçланăскер халĕ ĕнтĕ чăваш тĕррипе тĕрлĕ ăмăртура мала тухать.
— Пирĕн килте чăрăш теттисем те чăваш эрешĕллĕ, — хĕрĕнче пултарулăх тапса тăнăшăн çывăх çынни чунтан хĕпĕртет. — Çулла Сĕнтĕрвăрри хулинче «Чăваш тĕрри» пĕтĕм тĕнчери фестивале хутшăнчĕ Мария, ăсталăх класĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.
— Хĕл Мучирен мĕнле парне кĕтетĕн? — ыйтрăм сăнĕ-кĕлеткипе питĕ хÿхĕм хĕрачаран.
— Купăс, — пулчĕ хурав. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.