Уяв

30 Ака, 2014

«Мехел» çитсен...

Çулсеренех Чăваш Республикин Культура министерстви, «Чăваш Ен» телерадиокомпани, Чăваш патшалăх филармонийĕ тата Чăваш Республикинчи Композиторсен союзĕ Республикăри ачасен чăваш юррин «Мехел» конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçалхипе саккăрмĕш хут пуçтарчĕ вăл чăвашла юрлакан 6–17 çулсенчи çамрăксене.

30 Ака, 2014

Пушар хуралĕнче - чи хăюллисем, хастаррисем...

Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 365 çул çитрĕ. Паллă çак пулăма халалласа ĕнер К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

29 Ака, 2014

Республика уява хатĕр

Историре мăнаçлăх паллипе çырăнса юлнă сăваплă кунччен - Çĕнтерÿ уявĕччен - шутлă кунсем кăна юлчĕç. Ăна çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи канашлăвне пĕтĕмлетÿллĕ тесен те йăнăш мар: çав тапхăрта мĕн пурнăçланине тишкерсе хак пачĕç, кăлтăксенчен хăтăлмалли çул-йĕре шырарĕç.

29 Ака, 2014

"Мехел" телеконкурс саккăрмĕш хут иртрĕ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш юррине юрлакан ачасен республикăри VIII "Мехел" телеконкурсăн юлашки тапхăрĕнче пулнă.

Pages