Комментари хушас

29 Ака, 2014

Чăваш чĕлхи кунне халалланă

Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрне ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче халăх йышлă пухăннă. Унта "Савнă Шăмăршă ен" уяв пулнă. Ăна Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

Праçник тĕлне декораципе хушма искусство тата чăваш наци апачĕн куравĕсене йĕркеленĕ. Пухăннисене районти фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Шăмăршă шкулĕнчи Зоя Головинская вĕрентекен куракансене районти паллă çынсем çинчен каласа панă, вĕсен пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă. Людмила Семенова вара К.В.Ивановăн "Нарспи" поэмин сыпăкне вуланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков ентешĕсене уявпа ăшшăн саламланă. "Тăван чĕлхине хисеплекен халăх ытти халăх çыннине те хисеплет", - палăртнă вăл. Юлашкинчен чăваш эстрада артисчĕсем Светлана Яковлева, Николай Пыркин, Сергей Кувшинов ентешĕсене хăйсен çепĕç юррисене парнеленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.