"Мехел" телеконкурс саккăрмĕш хут иртрĕ

29 Ака, 2014

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш юррине юрлакан ачасен республикăри VIII "Мехел" телеконкурсăн юлашки тапхăрĕнче пулнă.

Республика Пуçлăхĕ конкурса йĕркелекенсене, педагогсене, ачасен коллективĕсен ертÿçисене, ашшĕ-амăшне ачасен пултарулăхне аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн тав тунă. "Кирек мĕнле конкурс та - хăйне евĕрлĕ экзамен. Унта хутшăннисене пурне те çĕнтерÿçĕсем тесе калама пулать", - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх - Чăваш Ен талантпа пуян, республикăри хуласемпе районсенче пултаруллă ачасем нумаййи ăна аталантарма пысăк резерв пурри çинчен калать.

Конкурсăн жюри председателĕ Николай Казаков композитор республика ертÿлĕхне çитĕнекен ăрупа тухăçлă ĕçлеме майсем туса панăшăн, пулăшнăшăн тав тунă.

"Мехел" телеконкурса Чăваш Республикин Композиторсен союзĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕ, Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ пĕрле ирттереççĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - наци ача-пăча пултарулăхне пулăшасси тата аталантарасси* талантлă юрăçсене тупса палăртасси* ачасемпе çамрăксене чăваш чĕлхипе, культурипе ытларах кăсăклантарасси* тăван тăрăха юратма хăнăхтарасси. Йăлана кĕнĕ конкурс кашни çулах 100 ытла çамрăк таланта пухать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Ансамбльсемпе хорсем" номинацире çĕнтернисене дипломсем панă. 6-9 çултисен хушшинче Вăрнарти ачасен искусствăсен шкулĕн хорĕ 3-мĕш вырăн йышăннă, 2-мĕш вырăнта - Патăрьел салинчи "Юмах" ача сачĕн "Мерчен" вокал ансамблĕ. Красноармейски салинчи "Заволжский" клубăн "Тумламсем" вокал ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ çĕнтерÿçĕ Дипломне тивĕçнĕ.

Тÿрĕ кăмăлпа, ăнăçлă ĕçленĕшĕн ку чухнехи юрăсен "Сингл" студийĕн ертÿçине Вероника Арисовăна тата Çĕнĕ Шупашкарти ачасен музыка шкулĕн педагогне Ольга Кондратьевăна республика Пуçлăхĕ ятран сехетсем парнеленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.