Уяв

5 Çурла, 2014

Илеме паллă тунă, çĕр улми ас тивнĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕне ĕненекенсем Илем ?Илле пророк% кунне уявларĕç. Илья - Руçре халăх сума сăвакан чи паллă çветтуйсенчен пĕри.

Вăл çамрăклах пуш хирте çирĕп типпе пăхăнса тата кĕлĕ туса пурăнма тытăннă. Чылай вăхăт типĕ тăрсан халăх Илле пророкран çумăр çутарма ыйтать. Çанталăк ытлашшипех йĕпе-сапана кайсан çумăра чарма тархасланă. Илем ?Илен% кунĕнче ĕçлеме юраман. Хурт-хăмăра пăхнăшăн вара ятламан. Ара вĕлле хуртне авалтанах сăваплă хурт, ылтăн хурт тенĕ.

31 Утă, 2014

Сăпаса кĕтеççĕ, çĕнĕ пыл çиеççĕ

Куславккари тĕп вулавăшра «Ырă вырсарни кун» проектпа килĕшÿллĕн «Пыл, пан улми, мăйăр сăпасĕсене кĕтсе» мероприяти иртнĕ. Оксана Каримовăпа Елена Данилова библиотекарьсем пухăннисене сăпас праçникĕ историне, йăли-йĕркине каласа панă.

23 Утă, 2014

Хĕр те вăрланă, купăс та каланă...

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче пурăнакансем ял йĕркеленнĕренпе 155 çул çитнине халалласа уяв ирттернĕ. Асăннă ял тăрăхĕнче байкерсем мотоциклсемпе Раççей, Чăваш Ен, Сĕнтĕрвăрри ялавĕсене вĕлкĕштерсе урампа иртнĕ.

17 Утă, 2014

Пулăç кунне палăртнă

Авал пулла çемьене тăрантарма тытнă тăк паян вăл киленĕç е спорт тĕсĕ вырăнĕнче. Иртнĕ вырсарни кун Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал тата Йăлмахва ялĕсенче Пулăç кунне паллă тунă.

Йăлмахвара вăлтапа пулă тытассипе ăмăртнă. Хăйне евĕр ăмăртăва кăмăл тăвакансене пурне те хутшăнтарнă. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире хакланă. Чи пысăк тата чи пĕчĕк пулă тытакансене парнепе хавхалантарнă. Кĕçĕн Каçалсем вара хуранпа пулă шÿрпи пĕçернĕ, ял çыннисене хăналанă. Каç кÿлĕм вырăнти артистсем юрă-ташăпа савăнтарнă.


Р.АНАТОЛЬЕВА

12 Утă, 2014

Арапуçсемпе Аслă Арапуçсем т.л пулнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче виçĕ Арапуç / Вăрмар районĕнчи Арапуç, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçпа Кĕçĕн Арапуç/ тĕл пуласси çирĕп йăлара пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне кайса çÿренĕ, çитĕнĕвĕсемпе паллашнă, концертпа, спектакльпе савăнтарнă. Ял çыннисем ырă çак йăлана халĕ малалла тăсас хевтеллĕ.

Pages