Комментари хушас

31 Утă, 2014

Сăпаса кĕтеççĕ, çĕнĕ пыл çиеççĕ

Куславккари тĕп вулавăшра «Ырă вырсарни кун» проектпа килĕшÿллĕн «Пыл, пан улми, мăйăр сăпасĕсене кĕтсе» мероприяти иртнĕ. Оксана Каримовăпа Елена Данилова библиотекарьсем пухăннисене сăпас праçникĕ историне, йăли-йĕркине каласа панă.

Унтан пурте пĕрле ятарлă видеофильм пăхнă, хурт-хăмăр ĕçĕпе çыхăннă пуç ватмăш тупсăмĕсене шыранă. Николай Матвеевпа Алексей Лобаев утарçăсем йĕркеленĕ «Пыл хурчĕн çемйинче - хăнара» куравпа паллашнă, çĕнĕ пылпа чей ĕçнĕ. Николай Борисович хурт-хăмăра 1990 çултанпа тытать. Алексей Александрович вара ку ĕçре - 43 çул. Халĕ вăл çамрăксене хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарать. Паян Куславкка тăрăхĕнче пурĕ 100 ытла хурт-хăмăрçă. Вĕсем паха пылпа вырăнти халăха кăна мар, Раççейри ытти регион çыннисене те савăнтараççĕ.

А.ГРОМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.