Хĕр те вăрланă, купăс та каланă...

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче пурăнакансем ял йĕркеленнĕренпе 155 çул çитнине халалласа уяв ирттернĕ. Асăннă ял тăрăхĕнче байкерсем мотоциклсемпе Раççей, Чăваш Ен, Сĕнтĕрвăрри ялавĕсене вĕлкĕштерсе урампа иртнĕ.

Праçнике «Хĕр вăрлани» спектакль сыпăкĕпе уçнă. Унтан Пасар лапамĕнче мăчавăрсем сăмах илнĕ. Уява Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Борисов, «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх ертÿçи А.Кузнецов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Никаноров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки, асăннă ялта çуралса ÿснĕ Е.Николаева тата ыттисем хутшăннă. Октябрьски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Мясников ялти хастар та пуçаруллă çынсене Хисеп хучĕсемпе чысланă. Куракансене кÿршĕ ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Кил хуçисем те парăмра юлман. Праçникре купăсçăсен тупăшăвне йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Хальхинче хут купăса хĕрарăмсем тăснă. Хĕрÿ ăмăртура Л.Васильева çĕнтернĕ, тĕрлĕ парнене тивĕçнĕ. Пухăннисем çавăн пекех чăваш апатне ас тивнĕ. Ял кунĕ салютпа тата дискотекăпа вĕçленнĕ.

А.ГРОМОВА.

А.ГРОМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.