Уяв

25 Кăрлач, 2014

Таньăсем - савăк кăмăл парнелекенсем

Паян - харăсах икĕ уяв. Татьяна ятлă хĕр-хĕрарăмсем хăйсен кунне палăртаççĕ. Аслă шкулсенче вĕренекенсем вара Студент кунне уявлаççĕ. Чăн та, ку праçника пĕлмен, кăрлачăн 25-мĕшĕнче савăнман студент çуках Чăваш Енре! Эпир те хăй вăхăтĕнче студент пулнă. Хĕллехи çак сивĕ кун /чылай чухне шартлама пулать ун чухне/ викторина, конкурс, КВН ирттереттĕмĕр. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Студент кунĕнче «Экватор» уявне /вĕренÿ тапхăрĕн çуррине парăнтарни/ хаваслăн палăртаттăмăр.

21 Кăрлач, 2014

«Эсир тĕрĕс çулпа пыракансем»

Пичет кунĕ хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансемпе полиграфистсен уявĕ çеç мар. Вăл - радиоитлевçĕсен, телекуравçăсен, хаçат вулавçисен, штатра тăман авторсен праçникĕ те. Эпир - пĕр пысăк çемье, пысăк пĕр ĕç тăватпăр: хамăрăн историе çырса пыратпăр. Чăваш журналисчĕсен мăнаçланмалли те, хăпартланмалли те пур.

16 Кăрлач, 2014

Пултаруллă кадетсем

Кадетсен Георгий балĕ иртсе кайрĕ пулин те аса илÿсем паян та чуна ăшăтаççĕ-ха. Иртнĕ номерте каламаннине паян хускатăпăр.

Çĕмĕрлери 6-мĕш шкул кадечĕсем - бала уçакансем пулса тăчĕç. Çиччĕмĕшĕнче вĕренекен Таня Маркова, Наташа Федорова тата Александра Павлова кадет класне иккĕмĕш çул çÿреççĕ. Хастарскерсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, хăйсене тĕрлĕ енлĕн аталантараççĕ.

15 Кăрлач, 2014

Пичет кунне кăрлачăн 18-мĕшĕнче уявлатпăр

Чăваш Республикин журналисчĕсем 2014 çулта Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне кăрлачăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă тăваççĕ.

Çак кунхине савăнăçлă уяв тата курав иртĕç /9 сехетре пуçланать/, унта Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсем тата карас çыхăнăвĕн операторĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартĕç, вĕсем çинчен каласа парĕç. 11 сехетре уяв концерчĕ пуçланать. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, отрасль ветеранĕсене професси уявĕпе республика ертÿлĕхĕ, отрасльсенчи организацисен ертÿçисем саламлĕç.

15 Кăрлач, 2014

«Карас ан тĕлĕртĕр - çавăнпа çăрттан пур»

Статья ятне кăларнă сăмахсене Прокуратура ĕçченĕн кунне халалланă уявра ĕнер ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов каларĕ. Кам çăрттан, кам карас пулнине чухлама йывăр мар-тăр.

Pages