Комментари хушас

30 Ака, 2014

«Мехел» çитсен...

Çулсеренех Чăваш Республикин Культура министерстви, «Чăваш Ен» телерадиокомпани, Чăваш патшалăх филармонийĕ тата Чăваш Республикинчи Композиторсен союзĕ Республикăри ачасен чăваш юррин «Мехел» конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçалхипе саккăрмĕш хут пуçтарчĕ вăл чăвашла юрлакан 6–17 çулсенчи çамрăксене. Ачасемпе ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсемпе профессионал юрăçсене чăн-чăн пысăк уяв парнелерĕ, çитĕннисене те телейлĕ ачалăха тавăрчĕ.

Проектăн тĕп тĕллевĕ – пултаруллă чăваш ачисене тупса палăртасси, вĕсене пулăшасси, çитĕнекен ăрăва чăваш чĕлхипе, культурипе кăсăк-лантарасси, тăван тăрăха хаклас, юратас туйăма чĕртесси. Çулсеренех «Мехел» конкурсăн ячĕ-сумĕ те, унта хутшăнакансен йышĕ те ÿссех пырать. Кăçалхи уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хутшăнни те çакăн пиркиех çирĕплетет-тĕр. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, «Мехел» конкурсăн тăван культурăпа чĕлхене упраса хăварас, ачасен пултарулăхне аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк.

Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçес тесе республикăри районсемпе хуласенчен 150 ытла çамрăк килнĕ. Финала 11 хор коллективĕпе 40 солист тухайнă. Вĕсенчен 25-шĕ çеç лауреат пулса тăнă. Телейлисене тĕрлĕ парнепе, ятарлă статуэткăпа чысланă. Чи-чи пултаруллисемпе маттуррисене жюри членĕсем çеç палăртман. СМС-сасăлав та ирттернĕ йĕркелÿçĕсем. Татăклă йышăну тума унăн пĕтĕмлетĕвĕсем те пулăшнă.

«Мехел» конкурсăн тĕрлĕ номинацири кăçалхи çĕнтерÿçисемпе паллашар-ха эппин.

Ансамбльсемпе хорсем (6–9 çултисем):
• Патăрьелти «Сказка» ача-пăча сачĕн «Мерчен» вокал ансамблĕ;
• Красноармейски салинчи «Заволжский» клуб çумĕнчи «Капельки» вокал ансамблĕн кĕçĕн çултисен ушкăнĕ;
• Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн кĕçĕн çултисен хорĕ.
 
Ансамбльсемпе хорсем (10–13 çултисем):
• Кÿкеçри Культурăпа кану центрĕ çумĕн-чи «Феерия» вокал студийĕн аслăрах çултисен ушкăнĕ.
 
Ансамбльсемпе хорсем (14–17 çултисем):
• Шупашкарти 54-мĕш шкулти «Звуки радуги» вокал ансамблĕ;
• Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура çуртĕнчи» «Шевле» вокал студийĕ;
•Тăвайри «Забава» вокал ансамблĕ.
 
Пĕччен юрлакансем (6–9 çултисем):
• Екатерина Вологдина (Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕ);
• Дарья Ижуткина (Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕ);
• Анастасия Мазурова (Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура çуртĕнчи» «Шевле» вокал студийĕ);
• Лиана Рубцова (Патăрьелти ача-пăча ÿнер шкулĕ).
 
Пĕччен юрлакансем (10–13 çултисем):
• Анастасия Андреева (Шупашкар);
• Кира Афанасьева (Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕ);
• Александра Афошина тата «Каприз» ташă ушкăнĕ (Çĕмĕрле);
• Мая Егорова (Çĕрпÿ);
• Анна Орлова (Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕ çумĕнчи «Золотая лестница» вокал студийĕ);
• Анна Порфирьева (Шупашкар);
• Наталья Романова (Шупашкар);
• Екатерина Ярадайкина (Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча ÿнер шкулĕ).
 
Пĕччен юрлакансем (14–17 çултисем):
• Ангелина Антонова (Канаш районĕ);
• Михаил Иванов (Шупашкар);
• Альбина Костина (Шупашкар районĕ);
• Татьяна Мурайкина (Хĕрлĕ Чутай районĕ);
• Кристина Толстова (Шупашкар);
• Диана Трофимова (Шупашкар).

Тантăшăмăрсем, мехел çитсен эсир те «Мехел» конкурса хутшăнма, унта палăрма пултаратăр. Тен, шăпах сире кĕтсе тăрать-ха ăнăçу... Эсир вара алă усса, иккĕленсе ларатăр. Хăюллăрах пулăр, хăвăр вăя шанăр, ĕçрен ан хăрăр, чăн-чăн ăстасенчен тĕслĕх илĕр, сĕнÿ-канаш ыйтма ан вăтанăр. Вара сценăна парăнтаратăрах.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.