Тĕслĕх шайĕнче

24 Çу, 2014

Кил ăшшине упракан

Оксана Григорьева Канаш районĕнчи Улаксарта пурăнать. Çут тĕнчене сусăр килни унăн калаçăвĕнче, ăс-хакăлĕнче пачах та палăрмасть. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕн алли чиперех ĕçлет, ури çеç вăйсăр та хавшакрах. Çапах та пысăк та капмар кил-çурт вăтăртан каçнă черченкĕ çак хĕр пĕрчи çинче тытăнса тăрать. Кил, çемье ăшшине упраса пурăнать вăл.

8 Çу, 2014

Виççĕн - виç шăпа

Ватă çын çемье ăшшине упрама та пулăшать. Ахальтен мар "ватти çук та латти çук", "ватă çын - тăватă çын" тенĕ ĕлĕкех.

Пурнăç çулĕпе тивĕçлĕн утакан çынсемпе паллаштарас килет манăн. Шупашкар районĕнчи Çĕньял тăрăхĕнчи 90 çултан иртнĕ ватăсем пирки каласа кăтартас килет.

22 Пуш, 2014

Хăнана кĕмесĕр ан иртĕр...

Мĕн пĕчĕкрен тутар-пушкăрт хушшинче ÿссе вĕсен йăли-йĕркине ăша хывнипе те çыхăннă-ши, ăна-кăна пĕлместĕп, анчах та çак халăх çынни маншăн ачаран питĕ çывăх. Атте те çамрăкрах чухне вĕсемпе питĕ туслăччĕ. Пĕр хут ырă тунăшăн çĕр хут ырăпа тавăратчĕç. Шкулти учительсенчен чылайăшĕ тутарччĕ.

7 Пуш, 2014

Ферма хĕрĕ

Ираида Кирилловна выльăх пăхакансемпе пĕрле ял хуçалăх производство кооперативĕн кĕлетне çăнăх илме килнĕччĕ. Ялти ĕçлĕ çынсене чăрмантарма та аван мар тепĕр чухне. Кашни самант шутра вĕсен. Халĕ те васкавлăн тиерĕç те тракторпа фермăна вĕçтерчĕç.

Pages