Хăнана кĕмесĕр ан иртĕр...

22 Пуш, 2014

Мĕн пĕчĕкрен тутар-пушкăрт хушшинче ÿссе вĕсен йăли-йĕркине ăша хывнипе те çыхăннă-ши, ăна-кăна пĕлместĕп, анчах та çак халăх çынни маншăн ачаран питĕ çывăх. Атте те çамрăкрах чухне вĕсемпе питĕ туслăччĕ. Пĕр хут ырă тунăшăн çĕр хут ырăпа тавăратчĕç. Шкулти учительсенчен чылайăшĕ тутарччĕ. Кÿрентернине, пире чăваш тесе уйăрнине ас тумастăп. Вырăсла та мар, пирĕн чĕлхепех калаçатчĕç тата. Пушкăрт тăрăхĕнче тутарĕсем чăвашла, чăвашĕсем тутарла лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем тараватлăхĕпе тата уçă кăмăллăхĕпе уйрăлса тăни ман асра. Уйрăмах мĕн килĕшет çак халăхра: тутар тутара нихăçан та сутмасть. Кÿршĕ хăйĕнчен лайăхрах пурăннине те кĕвĕçмест. Ăна та, хăйне те лайăх пултăр тесе тăрăшать. Шкула тин çÿреме пуçланă шăпăрлансем те пĕр-пĕрне хÿтĕлеме тата туслăха хаклама пĕлетчĕç. Кивçен укçа парсассăн тăхăр хутчен тав тăваççех тутарсем. Килне кайсан сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса ямаççĕ. Хăнана чĕнсен кучченеçсĕр ăсатмаççĕ. Пушкăрт чăвашĕсем те ĕмĕр-ĕмĕр вĕсемпе юнашар пурăнса çак йăлана ăша хывнă. Пĕрмай чей ĕçесси, баурсак, эчпăчмак, чак-чак, каснă салма яшки пĕçересси, кашни кун сепараторпа хăйма уйăрттарасси тутарсенченех куçнă пулĕ. Ачаран ас тăватăп, асаннепе анне йăпăртлăха кăна каçнă кÿрше те чей ĕçтермесĕр ямастчĕç. Кăмрăкпа вĕретнĕ сăмаварĕ сĕтел çинче чашлатса ларатчĕ.

Чăваш Енре чылай çул пурăнатăп пулин те тутарсем патĕнче нихăçан та хăнара пулса курман. Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртам ялĕ витĕр темиçе те иртнĕ. Чаплă керменсене, кунти халăх лайăх та тулăх пурăннине курса тĕлĕннĕ, савăннă...

Нумай пулмасть районти Ыхраçырми ялĕнче пулма тÿр килчĕ. Ял ятне çырмапа çыхăнтарса çапла каланă имĕш. Ĕлĕк-авал ку тăрăхра вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман пулнă тет. Йывăçсене каснă хыççăн утрав евĕрех курăнса юлнă ял. Çавăнтан ăна вырăсла Долгий Остров тенĕ. Тутарла - Озын Куак. Çÿллĕ йывăç тенине пĕлтерет. Ыхраçырми Патăрьеле çитеспе вырнаçнă. Кунта тутарсем пурăнаççĕ. XVII ĕмĕрте пуçланса кайнă ялта 2002 çул тĕлне 236 кил шутланнă.

Ыхраçырми ялĕ витĕр темиçе те тухрăм, пĕр кивĕ пÿрт те асăрхамарăм. Пĕр хутлисем те куç тĕлне сайра пулчĕç. Çурчĕсем пĕри тепринчен чаплăрах. Урамсенче - асфальт çул. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альфрит Айбетов каланă тăрăх, ку тăрăхра ĕне тытакан нумай. Камăн - 15, камăн - 20 пуç. Теприсен 30 ытла та.

Эпир Шариповсен тĕлĕнче чарăнтăмăр. Мансур Хабибулловичпа Сария Эседуловна килтехчĕ. Вĕсемпе пĕрле арăмĕн шăллĕ Абдулла пурăнать. Çемьере йыш хушăнсан Шариповсем Карагандана куçса каяççĕ. Унта пĕр вăхăт ĕçлесе пурăннă хыççăн тăван тăрăхах таврăнма тĕв тăваççĕ. Яла куçса килсен малтанлăха пĕчĕк пÿрт лартаççĕ, выльăх ÿстерме вите хăпартаççĕ.

Сария аппа тивĕçлĕ канура, Мансур тете хресчен фермер хуçалăхĕнче механик-трактористра тăрăшать. Ÿркенмен, ĕçрен хăраман Хабибулловсем паян 11 пуç ĕне тытаççĕ. Кашнинех ячĕ пур: Ника, Моника, Люся, Алена, Диана, Милка, Марта, Майка, Дуся, Маша, Милана. Ĕнисем ятран чĕннине питĕ юратаççĕ имĕш. Ачашланма хăнăхнă тата. Вăрçма пачах та юрамасть. Сария аппа ĕне сума аслисенчен пуçăнать. Теприсем вăл вăхăтра шăп кăна утă çисе тăраççĕ. Мансур тете мăшăрне тахçанах ĕне сумалли аппарат туянса панă. Пысăк витере шултра мăйракаллисем валли вырăн çителĕклех. Пăрушкасен - уйрăм вите. Искусствăлла майпа пĕтĕлентерни килĕшмест вĕсене, çавна май ятарласа вăкăр тытаççĕ. Шыв сарайнех кĕнĕ май ĕнесене шăварма йывăр мар. Пысăк хуçалăхра ахаль те ĕç нумаййине кура тислĕкне пĕрмаях кил хуçи тасатать. Зоотехник та, ветеринар та хăйсемех. Çавăн чухлĕ ĕне сĕтне ăçта хураççĕ тетĕр-и? Сĕт-тăпăрча, сепараторпа уйăрттарнă хăймана Канашра сутаççĕ. Нумай сĕт антаракан ăратлă ĕнесенчен тупăш лайăх килнине пытармаççĕ Шариповсем.

Çуллахи вăхăтра темиçе кун кĕтÿ кĕтсе тарăхмаççĕ вĕсем. Пÿрт умĕнчи анлă хирте Шариповсен 2 гектар çĕр пур. Ĕнесене çăвĕпех çаран çинче кăкарса тытаççĕ. Хуçалăхран ĕç укçи вырăнне тырă, улăм, утă параççĕ. Хĕл валли жом туянаççĕ. Абдулла пĕрле пурăнни те лайăх, ÿркенменскер выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшать.

Сария аппан калаçса ларма та вăхăт пулмарĕ. Пÿрте кĕрсенех халатне улăштарчĕ, пуçне шурă пурçăн тутăр çыхса ячĕ. Хăна килнĕрен утса мар, чупса çÿресе сĕтел хатĕрлерĕ. Килнĕ çынна чей ĕçтермесĕр кăларса яманнине пĕлетĕп-ха. Вĕсен апат-çимĕçне ас тивмесен кÿренеççĕ. Тутарсен кирек хăçан та сĕтелĕ çинче курагапа хура слива пур. Сария аппа та тĕрлĕ ĕçме-çимепе пĕрле кăнтăртан кÿрсе килнĕ типĕтнĕ çырласене лартса хучĕ. Калама çук тутлă чейпе хăналарĕç. Ăна Патăрьел, Ыхраçырми лавккинчен мар, Мускаври хĕрĕ ют çĕр-шывран туянса килнĕ. Сария аппа сĕтел хушшине вырнаçсан хăна килнишĕн савăнса тутарла юрă та юрласа пачĕ. Вĕсен чĕлхине аванах тĕшмĕртнĕрен мана ятарласа куçарса памалла пулмарĕ. Сăмах май, вăл ялти халăх хорне çÿрет. Çакнашкал пысăк хуçалăхпа вăхăтне епле тупни тĕлĕнтерчĕ паллах. Сцена çине тухмашкăн чăваш кĕпи те пур Сария Эседуловнăн. Шариповсем патĕнче пулса курнă хыççăн тутар арăмĕсем нимĕн те ĕçлемеççĕ, хитре тумланса кăна çÿреççĕ е чей кăна ĕçсе лараççĕ тенине те ĕненессĕм çук урăх. Вĕсен кăна мар, ялта чылайăшĕн пысăк хуçалăх.

Çуртăн иккĕмĕш хутне те хăпарса куртăм. Эрешленĕ, хитре картлашкана тĕссĕр лакпа витнĕ. Çÿлте - темиçе çывăрмалли пÿлĕм, зал. Пур çĕрте те типтерлĕ, çутă, таса. Унта та кунта йывăç йышши пÿлĕм чечекĕсем. Пĕр енчи чÿречерен ал тупанĕ çинчи пекех Ыхраçырми курăнать, тепĕр енче вара - анлă хир. Шариповсем çĕнĕ пÿрте куçни ултă çул кăна çитет-ха.

Сария аппа мĕн пур хĕрарăм пекех чечексем кăмăллать. Калчасемпе улмасене Патăрьеле кайса туянать, чечек вăррисене Мускаври хĕрĕ илсе парать.

Иккĕмĕш хĕрĕ ялтах пурăнать. Качча кайнă, çемьеллĕ. Ывăлĕпе кинĕ - Çырчаллăра. Пĕтĕмпе çичĕ мăнук Шариповсен.

Сария аппа хăйсен наци апат-çимĕçĕпе те паллаштарчĕ. Уявсенче, пушă вăхăтра эчпăчмак, кăстăпăй, беляш, чак-чак, баурсак, тăпăрчă йăви пĕçерет. Каснă салма яшкине килĕштереççĕ.

Ĕнесене питĕ юратаççĕ Мансур тетепе Сария аппа. Мĕн тума сире хальхи вăхăтра çакăн чухлĕ выльăх тесе ыйтсан: «Юратнă ĕç», - тесе хуравларĕç кĕскен. Пуян кукка хитре пурнăç туса парасса кĕтсе ларман вĕсем. Ĕмĕрех хăйсен вăйне шаннă. Пурнăçа йĕркелесе ярас тесе çамрăкла аякка та кайса пăхнă. Ĕçлемесĕр çăкăр çиме хăнăхман вĕсем. Йăлтах çителĕклĕ пулин те малашлăх çинчен шухăшлаççĕ, мăнуксемшĕн тăрăшаççĕ.

Пĕр-пĕрне хисеплесен, ăнлансан çеç, ман шухăшпа, çемьере ĕç кал-кал та ăнăçлă пырать. Шариповсен килĕнче юратупа туслăх, килĕшÿпе çураçулăх хуçаланнине Мансур тетепе Сария аппан телейпе çиçекен куçĕсенчен туйса илтĕм. Ыррине шанакан, малашлăхпа пуласлăхшăн çунакан, пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлекен Шариповсем патĕнчен тулли кăмăлпа тухрăм.

- Пирĕн тăрăхалла килсен кĕмесĕр иртсе ан кайăр. Кÿренетпĕр. Ыхраçырминче пулнине эпир çавах илтетпĕр, - тесе сыв пуллашрĕç Мансур тетепе Сария аппа.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.