Тĕслĕх шайĕнче

22 Юпа, 2016

Ялта — ялти пек...

"Эпĕ чăваш хĕрарăмĕсене юратнине ăçтан пĕлтĕр?" — кил хапхинчен тухсах кĕтсе илчĕ пире Владислав Сергейчев. Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасра ырă ят çĕнсе илнĕ çак арçын. Пулă тытать те — ытлашшине çынсене валеçсе парать. Килтен тухса çÿремен кинемейсем валли кăмпа татса килет.

11 Çĕртме, 2016

Хирти Выçли тĕррисем

— Тахçан кĕтÿ каясса кăна кĕтсе тăраттăм. Пушă сасси илтсенех ĕнене кăларса яраттăм та тутлă ыйха путаттăм. Хуняма çук — вăрçакан çук, хуп турттар кăна… Ÿкĕнетĕп халь, кахалланса мĕн чухлĕ вăхăта сая янă çавăн чухне. Тĕрлеме тытăннăранпа ыйхă çинчен пачах мантăм.

30 Ака, 2016

Пыл шăршиллĕ Маня аппа

— Аслă Елчĕкри хурт-хăмăр тытакан мĕнпур кил-çурта кĕрсе курнă эпĕ. Пулăшу ыйтма килекен халĕ те нумай, хамăр ялсене хирĕçлейместĕп. Итлемесен аван мар, ăсталăхпа паллаштарма пĕр кунра хăш чухне сакăр-тăхăр киле те çитетĕп.

23 Ака, 2016

Пĕчченлĕх туйăнмасть

Эпир пынă кун Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăкра пурăнакан Анатолий Павлов ĕçреччĕ. Ăна кил умĕнче кĕтсе тăнă хушăра чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтине урлă пăхса çаврăнтăмăр. Пахчине тирпейлесе тасатнă, хăяр йăранĕсене уйăх каяллах хатĕрлесе хунă.

Pages