Ялта — ялти пек...
"Эпĕ чăваш хĕрарăмĕсене юратнине ăçтан пĕлтĕр?" — кил хапхинчен тухсах кĕтсе илчĕ пире Владислав Сергейчев. Етĕрне районĕнчи Уйкас Асламасра ырă ят çĕнсе илнĕ çак арçын. Пулă тытать те — ытлашшине çынсене валеçсе парать. Килтен тухса çÿремен кинемейсем валли кăмпа татса килет. Улма-çырла йывăççин хунавĕсене, чечек вăррипе суханне ахалех парса ярать. Кил картинчи хĕм сапакан кĕлчечексене чунран парнелесен, паллах, пур хĕрарăм та савăнĕ. Çăварнире, тĕслĕхрен, урамра вырнаçтарнă электроплиткăпа ял халăхĕ валли икерчĕ пĕçерет вăл. Уявра ял-йыша иçĕм çырли эрехĕпе хăналать.
"Хĕрарăмсем арçын тимлĕх уйăрнине килĕштереççĕ. Манăн вĕсен кăмăлне уçас килет", — палăртать Владислав Анатольевич. Мăшăрĕ кĕвĕçмест-ши ăна? Упăшкин кăмăлне тахçанах пĕлсе çитнĕ Лидия Ильинична. Ăна çĕр проценчĕпех шанать.
Виçĕ пĕлтерĕш
Владиславпа Лидия стройкăра паллашнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех çак тытăмра ĕçленĕ. Мăшăр икĕ ывăл çитĕнтернĕ.
Сергейчевсем вунă çул каялла Шупашкартан яла куçнă. Çак вăхăтра хăтлă йăва çавăрнă вĕсем.
Кунта курса тĕлĕнмелли нумай. Калаçса лармалли вырăн музее çаврăннă. Авалхи чăвашсен кулленхи япалисем типтерлĕ упранаççĕ унта. Таçта йăванса çÿрекен хатĕр-хĕтĕре те йĕркене кĕртме ÿркенмест Владислав Анатольевич. Гаражра — совет тапхăрĕн атрибучĕсем.
Виçĕ пĕлтерĕш нимрен хаклă çак арçыншăн. Чи малтанах, çăкăра хисеплемелле. Тепри — хĕрарăма ырă тума тăрăшмалла. Виççĕмĕшĕ — йăх-несĕл пурнăçне, историе асра тытмалла.
Владислав Анатольевич çичĕ сыпăкри тăванĕсен ячĕсене тĕпчесе пĕлнĕ. Килте музей йĕркелени те вĕсене сума сунине çирĕплетет.
Йĕри-таврари хăйнеевĕрлĕ япаласене пирĕнтен чылайăшĕ асăрхамасăр иртет. Пуринпе те кăсăкланакан Владислав Сергейчев вара вăрмантан та пĕр-пĕр тĕлĕнтермĕш тупса таврăнать. Çутçанталăк хăех Джо вăрă-хураха, Яга карчăка, Хоттабыч старике... ăсталанине ĕнентерет арçын. Комсомольски районĕнчи Каçал çырминче тупнă мамонт шăмми те çÿлĕк çинче вырăн тупнă.
Кĕркуннехи хăмла çырли
"Çыннăн ырлăхра пурăнмалла", — тахçанах çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă Владислав Сергейчев. Картишĕнчех — хăй тунă пĕчĕк пĕве. "Кашни килтех шыв саппасра тытмалла. Пирĕн патра вăл акă — куç умĕнчех", — калаçăва тăсать çемье пуçĕ.
Юпа уйăхĕнче те хĕп-хĕрлĕ хăмла çырли патĕнчен лăпкăн иртсе кайма çук. Хуçа пире те тутанса пăхма сĕнет. Ай, тутлă та... Çырла чĕлхе çинчех ирĕлет.
Çуллахи кухньăра тăпăл-тăпăл кăмака пур. "Хайхи Китая каякан пысăк хăвăртлăхлă пуйăс çак тăрăхра чарăнĕ те эпир кăмакара пĕçернĕ вĕтĕ кукăль сутма тухăпăр", — шÿтлесе те илет çаврăнăçуллăскер.
"Çулла мотоблокпа иртсе кайнă чухне сак çинче ларакан ватăсене чеç парса хăваратăп. Вĕсем те аллисене тăнлав патне тытаççĕ", — хăйне май вăйă шухăшласа тупнă вăл.
Чун юрлать
Мастерскойпа юнашарах — кану пÿлĕмĕ. Хăй каланă тăрăх, кунта ют хĕрарăмсене кĕртмест. Хаçат корреспонденчĕ йăлт курмасăр тухса кайманнине шута илсе çеç арçын алăка уçса хучĕ. Шалта — хăтлă.
20 витре таран иçĕм çырли татаççĕ Сергейчевсем. "Малтан Алькешри дачăра лартнăччĕ ăна. Ун чухне ăна хальхи пекех пăхма пĕлмен. Хаçат-журналта иçĕм çырли çинчен пĕр-икĕ абзац çырнине тупсан тем пекех хĕпĕртенĕ", — пытармасть сад ăсти.
Кăçал панулмипе груша уйрăмах ăнса пулнă. Унсăр пуçне абрикос, темиçе тĕслĕ слива, хурлăхан пур вĕсен садĕнче.
"Ирхине алăк урати урлă каçсанах çĕр çине пуснăшăн чун юрлать. Çавăнпа кунĕпех юрă ĕнĕрлесе çÿретĕп", — тет арçын. "Телей" ансамбльпе тĕрлĕ яла çитме ĕлкĕрет вăл. Вырăнти артистсене куракансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ. "Залри халăх ура çине тăрса алă çупни — мĕнешкел пысăк чыс, парне. Çавăнпах çула тухас килет пирĕн", — ăнлантарать юрлама юратаканскер.
Кирек хăш ĕç патне те алли пырать унăн. Кăçал мунча çĕнĕрен хăпартнă. Пăру, 3 качака, кроликсен вити те ăшă.
Тавралăхпа киленсе çÿренĕ вăхăтра Лидия Ильинична панулми кукăлĕпе пицца пĕçерме ĕлкĕрнĕ. Улма-çырлапа кăмпа та лартнă сĕтел çине.
Мăшăр пĕр-пĕрне хисеплени кала-çуранах паллă. "Ялта ялти пек пурăнмалла", — пĕтĕмлетеççĕ вĕсем. Урăхла каласан, пĕр-пĕрне пулăшса, савăнăçпа хуйха пĕрле пайласа...
Марина ТУМАЛАНОВА.
Комментари хушас