Тĕслĕх шайĕнче

11 Утă, 2015

Хĕвел ăшшиллĕ хĕрарăм

Çак сăмахсем тÿрремĕнех Анат Чаткасри Галина Тихоновăна пырса тивеççĕ. Ырă кăмăл, ăшпиллĕх унра çăлкуç шывĕ пекех тапса тăрать.

Тĕлĕнетĕн те: пурнăçĕнче хура-шурне çителĕклех астивнĕ пулин те, чун-чĕрипе хытман Галина Николаевна, кăмăлĕпе çеç çирĕпленнĕ.

6 Авăн, 2014

Йывăрлăх хăратмасть

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре пурăнакан Павловсен витере йыш хушăнсах пырать. Мăйракаллă шултра выльăх картиш туллиех. Лашисемпе тихисем кăна вун пĕрĕн. "Вĕсенчен пĕри кăна ĕçлекенни. Ыттисене упăшка чун киленĕçĕ валли усрать", - терĕ кил хуçи арăмĕ.

2 Çурла, 2014

Чуна çывăх шкул пурнăçĕ

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Семенова Элĕкри вĕренÿ пайĕн информаципе меслет центрĕнче 21 çул тăрăшать, районти ача сачĕсен ĕçĕсене тишкерет.

12 Утă, 2014

Ачасем çитĕнни те сисĕнмест

Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнчи Алексеевсем ĕç алă çумне çыпăçманнине никамран лайăх пĕлеççĕ. Миллионер «Гвардеец» хуçалăх салансан та çухалса кайман вĕсем. 10 гектар çĕр лаптăкĕнче ĕçлеме техника туяннă. Çакăнта тыр-пул, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатнă.

5 Утă, 2014

Ĕçчен çыншăн пур çул та уçă

Уяртсанах ял çынни пахчана тухрĕ. Çумăрпа ÿссе кайнă çум курăкпа кĕрешмелле, çырла та пиçет авă. Сывласа тăранмалла мар ырă шăршă - тин кăна çулса пăрахнă курăк шăрши - хуçаланать тавралăхра. Анкартинче, уйра утă пакусĕсемпе куписем куçа илĕртеççĕ... Ял ĕçченĕн пушă вăхăт пĕртте çук çулла.

Pages