- Чăвашла верси
- Русская версия
Виççĕн - виç шăпа
Ватă çын çемье ăшшине упрама та пулăшать. Ахальтен мар "ватти çук та латти çук", "ватă çын - тăватă çын" тенĕ ĕлĕкех.
Пурнăç çулĕпе тивĕçлĕн утакан çынсемпе паллаштарас килет манăн. Шупашкар районĕнчи Çĕньял тăрăхĕнчи 90 çултан иртнĕ ватăсем пирки каласа кăтартас килет.
Янашкассинчи Анна Потапова /сăн ÿкерчĕкре сулахайран - пĕрремĕшĕ/ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1943 çулта ун патне повестка çитнĕ. Фронтра пĕрле хур тÿснĕ хĕр тусĕсен ячĕсене паян та манман Анна Ивановна, вăрçăра тÿссе ирттерни унăн чунне ĕмĕрлĕх кĕрсе юлнă. Чăваш хĕрĕ Хĕвел анăç фронтĕнче, Кенигсбергра, зенит артиллерийĕнче сăнавçă пулнă. "Смоленск облаçĕнче самолетсене уйăрма вĕреннĕ хыççăн постра тăтăм, 1945 çулта çурла уйăхĕнче яла таврăнтăм", - аса илет 94 çула кайнă ватă.
Вăрçăран таврăнсанах Анна Ивановна шут ĕçне кÿлĕннĕ. Хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Анна Ивановна Янашкасси каччипе, вăрçă участникĕпе, çемье çавăрса икĕ ывăл ÿстернĕ. Халĕ хĕрарăм ялта кĕçĕн ывăлĕн Викторăн çемйипе пурăнать. Алă усса лармасть кинемей, килти ĕçсене вăй çитнĕ таран пурнăçлать. "Хамăн хĕрсем çукранах кинĕмсене тăван ачасем вырăннех хуратăп", - тет вăл. Анна Ивановна халĕ мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать, вĕсенче чун канăçне тупать.
Янашкассинчи Марина Васильева /сăн ÿкерчĕкре - варринчи/ - 92 çулта. Вăл çак ялтах çуралса ÿснĕ, ял каччине, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инвалидне, качча тухнă. Медицина ĕçченĕ пулнă май вăрçăран аманса таврăннăскере хăех сыватнă, ура çине тăма пулăшнă. Марина Зиновьевна 36 çул тухтăрта ĕçленĕ, пенсие тухсан - 12 çул фермăра. Мăшăрĕпе 65 çул кăвакарчăнсем пек шăкăл-шăкăл пурăнчĕç, пилĕк ывăлпа 1 хĕр çуратса ÿстерчĕç. Шел те, мăшăрĕ паянхи кунччен пурăнаймарĕ. Марина Зиновьевна çулĕсене пăхмасăрах ĕçсĕр пачах лармасть, пĕрмаях кил хушшинче кăштăртатать, çулла пахчаран тухма пĕлмест, тĕрлĕ çимĕç, улма-çырла ÿстерет. Халĕ ĕнтĕ унăн мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем йышлă. "Хăш чухне вĕсен хисепне те манса каятăп, пÿрне хутлатса шутламалла-ха", - шÿтлет савăнса хĕрарăм.
Питтукассинчи Валентина Ластухина та /сăн ÿкерчĕкре сулахайран - виççĕмĕшĕ/ 90 урлă каçрĕ. 1950 çулта вăл Галина Демьянова акушеркăпа Шăмăшра ĕçлеме тытăннă, çĕнĕ чунсене çут тĕнчене килме пулăшнă. Кайран, çав çурт хупăнсан, ялти фельдшерпа акушер çуртне ĕçлеме куçнă. Çав тапхăр çинчен Валентина Родионовна çапла аса илет: "Трахома вăйлă сарăлнăччĕ ун чухне, чире пĕтерме ял-ял тăрăх çÿреттĕмĕр. Тухтăрсем канма пĕлмесĕр ĕçлетчĕç". Халăха сыватас ĕçре вăл 30 çул ытла вăй хунă, ял халăхĕ ăна тăрăшулăхĕшĕн хисеплет.
Валентина Родионовна Питтукасси çыннипе - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕпе Иван Ластухинпа - пĕрлешнĕ. Арçыннăн малтанхи мăшăрĕ аварие лексе çут тĕнчерен уйрăлнă. Валентина 9 ачаллă киле пырса кĕнĕ. Ют хĕрарăма тĕпренчĕксем йывăррăн хăнăхнă. Ама çури амăшĕ вĕсене хăйĕн ачисем пекех юратса пăхни ăнланманлăха сирме пулăшнă. Валентина Родионовна халĕ ывăлĕн Валерин çемйипе пурăнать. Кинемей ĕçсĕр пачах лармасть, çулла - пахчара, хĕлле кил картинче тăрмашать.
Виçĕ ватă - виçĕ шăпа... Вĕсем ачисемпе мăнукĕсемшĕн кăна мар, ял-йыш умĕнче те тĕслĕх шайĕнче. Çамрăксене те ĕçчен те ырă чунлă кинемейсенчен пурăнма вĕренме сĕнес килет.
Шупашкар районĕ.
Комментари хушас