Стипендиат

2 Нарăс, 2017

Ача чухнех журналист пулас килнĕ

Спортсменка, хастар, чиперкке… И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен Кристина Адюкова пирки çапла калас килет. «Кавказская пленница» фильмри Нинăпа унăн тата мĕнле пĕрпеклĕх пур-ши? Пике шÿтлеме кăмăллать. Ăмăр кунра та хĕвел пăхтарма пултарать вăл. Çакăншăн ăна юлташĕсем хисеплеççĕ. Кăçал Кристина ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Ку уншăн кĕтменлĕх пулнă. «Стипендиатсен йышне кĕни — маншăн пысăк чыс», — палăртрĕ чăваш филологийĕн уйрăмĕнче 4-мĕш курсра ăс пухакан студентка. Малалла вулас...

19 Кăрлач, 2017

Ури хуçăлсан та финиша çитнĕ

Кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине Олимп резервĕсен Шупашкарти 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан 10 çамрăк илсе тăрĕ. Вĕсен йышĕнче сăрт-ту йĕлтĕр спорчĕн уйрăмĕн хастарĕ Илья Малов та пур. Вăл фристайлпа кăсăкланать. Унпа «Вертикаль» сăрт-ту йĕлтĕр центрĕнче тĕл пултăмăр.

14 Утă, 2016

«Талант пулсан мĕнрен хăрамалла?»

Пирĕнтен чылайăшĕ пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас умĕн иккĕленÿ туйăмĕнчен ниепле те хăпаймасть. «Тĕрĕсех тăватăп-ши? Тен, ку — манăн мар? Ыттисем кулма пуçласан?» йышши шухăшсем тепĕр чухне çынна чĕрĕллех кăшлаççĕ.

16 Çĕртме, 2016

Нуша ĕçе хăнăхтарнă

Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсенчен ЧР Пуçлăхĕн стипендине харăсах иккĕн тивĕçнĕ. Каччăсем тулли çемьере çитĕнмеççĕ пулин те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма çеç мар, тĕрлĕ олимпиада-конкурсра пĕлÿ шайне тĕрĕслеме, общество ĕçне хутшăнма та вăхăт тупаççĕ.

10 Пуш, 2016

Мĕн çуралнăранпах - театрта

Искусство тĕнчи тĕрлĕ енлĕ. Кунта кашниех хăйне килĕшекен çула суйлать. Пĕрисем - ташăпа, теприсем юрăпа кăсăкланаççĕ. ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ Виктория Севоян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 2014 çултанпа ĕçлет. Вăл çут тĕнчене ташлама килнĕ теес килет. Пике Арменири Ереванта çуралнă.

Pages