Ури хуçăлсан та финиша çитнĕ

19 Кăрлач, 2017

Кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине Олимп резервĕсен Шупашкарти 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан 10 çамрăк илсе тăрĕ. Вĕсен йышĕнче сăрт-ту йĕлтĕр спорчĕн уйрăмĕн хастарĕ Илья Малов та пур. Вăл фристайлпа кăсăкланать. Унпа «Вертикаль» сăрт-ту йĕлтĕр центрĕнче тĕл пултăмăр. Кунта çамрăкскер юр ларнăранпах çÿрет.

Илья Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Малтан — тĕп хулари 38-мĕш шкулта, кайран 31-мĕшĕнче пĕлÿ пухнă. Ашшĕ ывăлне мĕн пĕчĕкренех спортпа çывăхлатма тăрăшнă. 2002 çулта Виталий Валерьевич Ильяна шывра ишекенсен секцине çавăтса кайнă. 2005 çулта вăл ăна сăрт-ту йĕлтĕр спорчĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă, ку енĕпе ăсталăхне туптама сĕннĕ. 2010 çулта Илья сĕтелçи теннисĕпе кăсăкланма тытăннă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.