Стипендиат

18 Нарăс, 2016

Кăмăлĕ пусăрăнсан кĕвĕ тĕнчине путать

ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиатки Анастасия Кириллова Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче иккĕмĕш çул кăна тăрăшать пулин те шăпăрлансен юратăвне, ĕçтешĕсен хисепне тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Йăрăс пÿллĕ 25 çулти пике шкул ачи пекех курăнать. Вăл фортепиано чуна витермелле калать. Унăн пÿрнисем инструментăн пускăчĕсене перĕнсен илемлĕ кĕвĕ тĕнчине путатăн.

4 Нарăс, 2016

Пĕтĕм ăсталăх - пÿрне вĕçĕнче

Мария Голубева - Чăваш Енри чи çамрăк скульпторсенчен пĕри. Унăн ĕçĕсем республикăпа регион куравĕсенче çеç мар, тĕнче шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ.

28 Кăрлач, 2016

Ферма ĕçĕ хăратмасть

Тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă пин çамрăка Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендийĕпе çулсерен хавхалантараççĕ. 2004 çултанпа ăна 13 пине яхăн хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть кăçалхи лауреатсен ячĕсене палăртрĕç.

5 Чÿк, 2015

Спортра та, пурнăçра та малта

«Тĕллеве пурнăçлас тесен чăтăмлăхпа тăрăшулăх кирлĕ», - тет вунпĕрмĕш класра вĕренекен Аня Гаврилова сăпайлăн. Шкул чысне ăмăртусенче, конкурс-олимпиадăра хÿтĕлесе çÿле çĕклекенскер кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки пулса тăнă.

17 Юпа, 2015

Лавр кăшăлĕпе çуралнă Лаура

«Лаура пирĕншĕн тăван хĕр пекех. Ятне те хамах суйланă. Çамрăк чухне Итали фильмĕсене килĕштереттĕм. Унти пĕр сăнара Лаура тесе чĕнетчĕç», - усрав хĕрĕ пирки каласа кăтартать Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри Зоя Константиновна. Килте юратса-ачашласа «Лаурита», «Лавришка» теççĕ ăна.

Pages