Стипендиат

1 Çурла, 2014

Кăнтăрла та, çĕрле те... çынна пулăшма чупать

Етĕрне районĕнче кăçал пултаруллă 13 çамрăк ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Вĕсенчен пĕри - Етĕрне районĕн К.В.Волков ячĕллĕ тĕп больницин васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерĕ Вера Якимова.

25 Утă, 2014

Йăмăкĕсемшĕн вăл - тĕслĕх вырăнĕнче

Патăрьел салинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăракан Ольга Храмовăпа курнăçрăм. Вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студентки. Кашни çемьерех аслисем кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Храмовсен çемйинче виçĕ хĕр.

16 Çу, 2014

Çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн кулянать

ЧР Çамрăксен экологи дружинин членĕсем Республика Пуçлăхĕн стипендине çулленех тивĕçеççĕ. Çут çанталăк тасалăхĕшĕн, тавралăх илемĕшĕн хыпса çунакансемшĕн экологи ыйтăвĕсем никамринчен çывăх. Вĕсем çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн та, çамрăк ăру ешĕлле шухăшлама вĕренсе çитейменшĕн те кулянаççĕ.

14 Пуш, 2014

Заводри слесарьтен - фельдшера

Канаш тăрăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисен йышĕнче Екатерина Гордеева та пур. Вăл Шупашкарти медицина колледжĕн Канашри филиалĕнче фельдшера вĕренет.

Малалла вулас

Pages