Шупашкар

8 Çурла, 2019

Шупашкар хулин кăçалхи çур çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕç

Паян Шупашкар хулин социаллă-экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, иккĕмĕш çур çуллăх тĕллевĕсене çирĕплетрĕç.

6 Çурла, 2019

Ултавçăсен серепине лекнĕ

Шăматкун Шупашкарти полицин 4-мĕш уйрăмне 55 çулхи хĕрарăм пырса ултавçăсен аллине çакланнине пĕлтернĕ.

Хăй каласа панă тăрăх, Интернетра кĕпе-йĕм çăвакан машинăна сутасси пирки пĕлтерÿ панă. Пĕр кун маларах ун патне палламан çын шăнкăравланă, машинăна туянас кăмăллă пек пулса укçа-тенке карта çине куçарма шантарса реквизичĕсене ыйтнă. Кăшт вăхăт иртсен çав çын карта çине укçа куçарайманнине пĕлтерсе ытти картăн реквизичĕсене те ыйтнă. Хĕрарăм 63 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.

29 Утă, 2019

Пукане театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртĕ

Çурла уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Шупашкарта Пукане театрĕсен пĕтĕм тĕнчери «Юмахсен каруселĕ» иртĕ. Шупашкар — 550 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халаллĕç ăна.

25 Утă, 2019

Чăваш наци конгресĕн çурчĕ çине Элменĕн асăну хăмине вырнаçтарасшăн

Чăваш наци конгресĕн çурчĕ çине Чăваш автономи облаçне йĕркелекенĕн, обществăпа патшалăх деятелĕн Д.С. Элменĕн (Семеновăн) асăну хăмине вырнаçтарасшăн.

Pages