астăвăм

4 Нарăс, 2015

Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?..

Сăнÿкерчĕкре: пĕрремĕш ретре - Николай Иванов, Юрий Сементер, Элиза Трифонова, Георгий Ефимов* иккĕмĕш ретре - Виталий Исаев, Николай Григорьев, Валентин Бурнаевский, Василий Петров, Вениамин Пехил.

Чăваш радиовĕн кăларăмĕсене ачаранпах кăмăллатăп. Ираида Канавичева хатĕрленисене уйрăмах. Опера юрăçисене халаллани-и е музыка ăстисен хайлавĕсемпе паллаштараканни-и - пурте витĕмлĕ те ăнăçуллă пулса тухаççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕн вăрăма тăсăлнă канăвĕ хыççăн ĕçе пуçтарăнаканскер хăй тĕллĕн вĕреннĕ Илья Степанов композитор кĕвĕленĕ юрăсенчен йĕркеленĕ концерта радиопа парасси çинчен пĕлтерсен тăпах чарăнтăм. Унăн пултарулăхĕпе те киленетĕп - вăл çут тĕнчене Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнче килнĕрен кăна мар, хайлавĕсем чуна пырса тивнĕрен.

14 Кăрлач, 2015

«Сăваплă вутпала пурнаттăм...»

«Шăнкăрав курăкĕ» юрра пĕлмен чăваш çуках. Миçе ăру юратса шăрантарнă ăна. Хальхи çамрăксем те кăмăллаççĕ. Юратнă юррăн ĕмĕрĕ вăрăм килчĕ. Шел те, унăн авторĕн кун-çулĕ вара кĕске пулчĕ. Вениамин Пехил ?Кондратьев% сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.

Вениамин Васильевич 1955 çулта Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл сăмах ытарлăхне ачаранах туйнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. Малтанхи хайлавĕсем «Ял пурнăçĕ» тата «Пионер сасси» хаçатсенче кун çути курнă.

24 Раштав, 2014

Çырнă сăмах çухалмасть

Борис Леонтьевич Борлен /Тихонов/ пурăннă пулсан декабрĕн 20-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Вăл халăх хушшинче писатель, публицист, поэт, журналист тата педагог пек асра юлчĕ.

Иртнĕ эрнере Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Борис Леонтьевича асăнса ятарлă каç иртрĕ. Унта унăн çывăх çыннисем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем пуçтарăнчĕç. Ăна пурте ырăпа аса илчĕç, пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренекенсем Борис Борленăн «Хаваслă паллашу» тата «Зоопаркра» кĕнекисенчи сăвăсене вуларĕç.

Pages