астăвăм

29 Ака, 2015

Çĕнтерÿ калчисем ешерччĕр

"ЭКА" экологи организацийĕн регионти уйрăмĕ ырă ĕç пуçарса янă. Уйрăмах çак обществăлла организацин Çĕмĕрлери штабне мухтамалла. Вăл хулари 3-мĕш шкулта вĕренекенсене "Çĕнтерÿ калчисем" /"Ростки Победы"/ акцие хастар явăçтарнă, пĕр ача та айккинче юлман темелле.

29 Ака, 2015

Илпекĕн чĕлхи те - илпек

Чăваш çынни хăй ачи-пăчине мĕн çамрăкран ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче çитсен, ĕççи вăхăтĕнче ăна ашшĕ-амăш кĕçĕннисене пăхма киле хăварать. Саккăрти ача алла çурла тытса вырма тытăнать, хĕр-ачапча пански çыхать, арçын ача çăпата тума вĕренет.

28 Ака, 2015

Кăвакарчăн куçĕ çак инкеке манма памĕ

«Тавах сире пирĕнпе пулнишĕн» - çакăн пек плакатсем, чăваш, раççей, эрмен ялавĕсем тата шурă хăмпăсем йăтнă эрменсен пĕр ушкăнĕ Канаш хулинчи тĕп урампа утса Мухтав монуменчĕпе Астăвăм çулăмĕ патне çитсе чарăнчĕ. Кашниех кăкăрĕ умне 5 çеçкеллĕ кăвак чечек - кăвакарчăн куçĕ /незабудка/ - çирĕплетнĕ.

7 Ака, 2015

Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ çын, е Усала усал пек кăтартма ырă хăват кирлĕ

Паллă чăваш драматургĕ Василий Ржанов çуралнăранпа апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çак ятпа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче ĕнер, апрелĕн 6-мĕшĕнче, çыравçăна халалланă литература каçĕ иртрĕ. Юбилей ячĕпе музей ĕçченĕсем «Тăван çĕре юратса» ятарлă курав хатĕрленĕ.

Pages