Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ çын, е Усала усал пек кăтартма ырă хăват кирлĕ

7 Ака, 2015

Паллă чăваш драматургĕ Василий Ржанов çуралнăранпа апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çак ятпа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче ĕнер, апрелĕн 6-мĕшĕнче, çыравçăна халалланă литература каçĕ иртрĕ. Юбилей ячĕпе музей ĕçченĕсем «Тăван çĕре юратса» ятарлă курав хатĕрленĕ. Чăваш литературине хаклакансем кунта «Тĕнче çаврăнать /Энтип/», «Ял кулли», «Мистер Кент шикленет», «Шурă кăвакарчăн» пьесăсен авторĕн кунçулĕпе тĕплĕнрех паллашма пултарĕç.

Тĕлпулăва Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, драматургăн хĕрĕ Людмила Ржанова тата ытти тăванĕсем килни ăна интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ ирттерме май пачĕ. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров Василий Ржановăн юратнă юррине шăрантарни, Шупашкарти 10-мĕш шкул ачисем чăваш вăййи-ташшине кăтартни уява чĕрĕ илем кÿчĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.