Çĕнтерÿ калчисем ешерччĕр

29 Ака, 2015

"ЭКА" экологи организацийĕн регионти уйрăмĕ ырă ĕç пуçарса янă. Уйрăмах çак обществăлла организацин Çĕмĕрлери штабне мухтамалла. Вăл хулари 3-мĕш шкулта вĕренекенсене "Çĕнтерÿ калчисем" /"Ростки Победы"/ акцие хастар явăçтарнă, пĕр ача та айккинче юлман темелле.

Пурте ĕçлĕ: пĕрисем чечек клумбисем мĕнле пуласса палăртаççĕ, теприсем калча ÿстерме ĕлкĕрнĕ, çăра шăтнăскерсене халĕ урăх савăта куçарса лартаççĕ. Класри чÿрече анисем çинче бархатцы, сальви тата ытти йышши чечек калчи çитĕнет. Часах вĕсем шкул картишĕнчи клумбăсене илем кÿме тытăнĕç. Çамрăк хастарçăсем чечек клумбисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çинчен асаилтермелле йĕркелесшĕн.

"Çĕнтерÿ калчисем" акци Шупашкар хулинчи шкулсене те кăсăклантарнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи волонтерсен центрĕ те унта хутшăнма кăмăл тунă.

Кунашкаллисен йышĕ ÿсессе шанма май пур. Акцие пурте хутшăнма пултараççĕ. Капла тăвас тесен вăрлăх акса калча çитĕнтермелле, ун хыççăн клумба тумалла. Ăна фотоаппаратпа ÿкерсе тата мĕн ĕç тунине çырса акци йĕркелекенсене ярса памалла. Акци 2015 çулхи июньччен пырать. Ăна пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.