астăвăм

2 Юпа, 2015

Актер, офицер, поэт

Александр Яковлевич Каттай /Кокарев/ 1915 çулта Самар облаçĕнче Клевлĕ районĕнчи Йĕкĕрте çуралнă. Шупашкарта музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ, çамрăксен театрĕн актерĕ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Пишпÿлекри профессиллĕ колхоз-совхоз театрĕн режиссерĕнче тата директорĕнче ĕçленĕ. 1937-1966 çулсенче çарта пулнă, подполковника çитнĕ.

Литература ĕçне вăл вăр­çăчченех пуçăннă. В.Кривоносов композиторпа «Хаваслăх» музкомеди хайланă. Вăрçă хыççăн сăвă кĕнекисем вуннă ытла кăларма ĕлкĕрнĕ.

29 Авăн, 2015

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине Ольга Почалкинăна асăнса

Чăваш çамрăкĕсен Çеç­пĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх театрĕ пысăк çухату тÿсрĕ. 2015 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ольга Михайловна Почалкина пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

11 Авăн, 2015

Ырă вăрлăхран ыр çимĕç çитĕнет

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Ялхуçалăх министерствин «Аг

Pages