Комментари хушас

11 Авăн, 2015

Ырă вăрлăхран ыр çимĕç çитĕнет

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Ялхуçалăх министерствин «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн» ылтăн медалĕн кавалерĕ Аркадий Айдак пурнăçран уйрăлнăранпа кăçал виçĕ çул çитрĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл «Хресчен сасси» хаçата йĕркелекенсенчен пĕри пулнă.

Етĕрне районĕнчи Тури Ачак тăрăхĕнче Аркадий Павловича яланах ырăпа аса илеççĕ. Унăн ĕçĕсемпе халĕ те мухтанаççĕ. «Ялйыш манмасть ăна, - тет мăшăрĕ Людмила Андреевна телефонпа калаçнă хушăра. - Аркадий Павловича куç умне кăларнă май вĕсен те, хамăн та куççуль тухать».

Çапла, чăваш тĕнчишĕн, тăван тăрăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр, ырми-канми ĕçленĕ вăл. Вырăнти «Ленинская искра» хуçалăха 43 çул ертсе пыни - хăех паттăрлăх. Çав çулсенче ăна СССРта çеç мар, Европăра та, АПШра та пĕлнĕ. Ялхуçалăх культурисене çитĕнтерес, выльăх ĕрчетес, çĕр эрозийĕпе кĕрешес енĕпе пысăк опыт пухнăскер ССР Союзĕнче ăмăртса малти вырăнсене йышăннă. Ахальтен мар Аркадий Айдака тĕнчипе паллă Зепп Хольцер çĕр ĕçченĕпе танлаштараççĕ. Австрире сăртлă-туллă вырăнта ĕçлесе пурăнакан хресчен тухăçсăр çĕр çинче садсем ĕрчетет, темĕн тĕрлĕ çимĕç туса илет. Аркадий Айдак та унран нимĕнпе те кая мар. Хăй вăхăтĕнче унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашакан та чылай пулнă. Хаçат-журнал ĕçченĕсем ют çĕршывсенчен те килсе çÿренĕ. Вăл хуçалăх объекчĕсем çĕкленисĕр пуçне ентешĕсен сывлăхĕшĕн, усăллă канăвĕшĕн тăрăшнă. Санатори уçнă, лаша спортне аталантарнă. Тăван культура пирки те манман.

Тури Ачак ял тăрăхĕнчи 14 ялта социаллă объектсем - культура çурчĕсем, ача сачĕсем, больницăсем, лавккасем, аптекăсем - тунă. Пур яла та асфальт çулпа çыхăнтарнă. Çакă мар-и вăл халăхшăн тăрăшни? Аркадий Айдакăн ырă ĕçĕсене асăнса пĕтереймĕн. Ертÿçĕ хăй те çанă тавăрса ĕçленĕ, ыттисене те кĕрĕк арки йăвалама паман. Ун пек çынсем пирки Николай Тихонов хăй вăхăтĕнче: «Çакнашкал çынсенчен пăта шăратса тумалла», - тенĕ.

Ыр çын ячĕ ылтăнран та, кĕмĕлрен те хаклăрах çав. Аркадий Павловича Чăваш Енре манмаççĕ. Вăл пурнăçран уйрăлнăранпа мĕн улшăнчĕ-ши? Тĕнчипе паллă аграрникăн ячĕпе Тури Ачакра «Экомарафон» ирттернĕ, вырăнти вăтам шкула унăн ятне панă. Сăмах май, кунтах малашне Аркадий Айдак ячĕпе ятарлă кĕтес те йĕркелесшĕн вĕсем. Ырă тепĕр пулăм пирки те манмалла мар: иртнĕ çул ял варринче унăн бюстне уçрĕç. Çак ĕçе халăх укçи-тенкипе пурнăçлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эппин, чăннипех хисеплеççĕ ăна.

Чăваш Енри Наукăпа ÿнер наци академийĕ Аркадий Айдак ячĕпе орден хатĕрленĕ. Унпа ялхуçалăхĕнче, культурăра тăрăшакан хастарсене чыслаççĕ. Кăçал ăна ыттисемпе пĕрлех Етĕрне районĕнчи Юрий Столяров фермер тивĕçнĕ.

«Ĕнер çеç çăва çине çитсе килтĕмĕр кил-йышпа, - терĕ Людмила Айдак. - Мăшăр вилтăпри çинчи чечексем куçа илĕртеççĕ. Маларах унта палăк лартрăмăр. Питĕ ăнăçлă пулса тухрĕ вăл. Ял-йыша та килĕшнĕ. «Аркадий Павлович чĕрĕ пекех», - теççĕ пурте».

Людмила Андреевна тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕ. Ывăлĕ Павел ашшĕ çулне суйласа илнĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Свобода» хуçалăхра агрономра ĕçлет. Аркадий Павлович пекех иртен пуçласа каçчен уй-хирте тăрăшать. «Ашшĕ пекех маттур», - ывăлне хакларĕ хĕрарăм.

Тăван çĕре чунтан юратнă Аркадий Айдак ĕç-хĕлне малалла тăсакан пурри савăнтарать. Ашшĕ çулне малашне ывăлĕ такăрлатасса шанас килет. Мĕншĕн тесен ĕçчен, хастар çыннăн ачи маттурах. Ырă вăрлăхран ыр çимĕç çитĕнет.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.