Уйрăм çын шăпи те, халăх историйĕ те

30 Ака, 2015

"Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар", - тенĕ мĕн авалтан ватăсем. Чăн та, этем хăйĕн пурнăçĕнче ырлăхне те, хурлăхне те нумай курать. Акă Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре 1902 çулта çуралса ÿснĕ Иван Никитич Агеев та темĕн те тÿснĕ: выçлăх çулĕсенче ытти нумай çынпа пĕрле Çĕпĕре тухса кайнă, хĕсметре пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа çапăçнă...

Çакăн çинчен вăл хăйĕн алçырăвĕсенче çырса кăтартнă. Иван Никитич çĕр çинче çук ĕнтĕ, 1960 çултах пурнăçран уйрăлнă вăл. Ашшĕ çырса пынисене хĕрĕ Нина Ивановна сыхласа хăварнă. Паянхи кун çак дневник Иван Никитичăн ывăлĕ - ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Агеев - патĕнче упранать, ксерокс витĕр кăларнă копийĕсем тăванĕсенче те пур. Ăна вуласа Иван Агеевăн мăнукĕсем тата вĕсен ачисем хăйсен несĕлĕсен шăпи-пурнăçĕпе паллашаççĕ.

Ачалăх тата выçлăх çулĕсем

Дневнике Иван Никитич 1945 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче пуçланă. Чи малтанах хăй ăçта тата хăçан çуралнине палăртнă, ачалăхне аса илсе çырнă: "Эпĕ вăтам хресчен ывăлĕ, 1902 çулта февралĕн 26-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă, ун чухне вăл Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕн Элкел вулăсне кĕнĕ. Эпир пурĕ тăххăрăн ÿснĕ, эпĕ - чи асли. Пĕчĕк чухнехи вăхăтсене астăватăп: урам тулли ача-пăча выляса çÿреттĕмĕр, унтан çырмана чупса анаттăмăр, шыва кĕреттĕмĕр..." Вăл вăхăтра чăваш ачисем çумне куршанак ир çыпăçнă, çакна автор та палăртать: "Икĕ лаша кÿлсе тухса каяттăмăр тырă вырма: атте, анне, икĕ инке тата эпĕ. Ирхине тул çутăличченех каяттăмăр, тĕттĕмленсен тин киле таврăнаттăмăр. 1910 çулта эпĕ шкула кайма тытăнтăм, 1914 çулта унтан вĕренсе тухрăм. Çав çулхине ыраш вырнă чухне вăрçă пуçланса кайрĕ. Кĕркунне аттене вăрçа илсе кайрĕç, ялта ĕçлекен арçын сахал юлчĕ. Эпир çуртра аннепе, шăллăмсемпе, йăмăксемпе тăрса юлтăмăр, пĕтĕм йывăр ĕç ман çине тиенчĕ. Çапла манăн ача пурнăçĕ иртсе кайрĕ. Атте вăрçăран аманса таврăнчĕ, сулахай аллин пуç пÿрни те татăлнă".

Иван Никитичăн нуша курасси çакăнпа вĕçленмен-ха, тĕрĕссипе, пуçланнă çеç. Вăрçă хыççăн - революци, унтан - граждан вăрçи. 1921 çулта пирĕн тăрăхра питĕ пысăк выçлăх хуçаланни çинчен çырнă вăл. Елчĕкри вулăс кантурĕнче ĕçлекенскер /унта 1919 çулта вырнаçнă/ выçлăхран хăраса ялти ытти çынпа пĕрле Çĕпĕре тухса кайнă. "Нумайăшĕ çемйисемпех куçрĕç, çурчĕсене хупса хăварчĕç. Хăшĕсем выçлăхран хăтăлчĕç, çул çинче чирлесе вилекенсем те пулчĕç. Эпĕ Омск облаçĕнчи Степной ятлă ялта Михаил Сургутов казак патне ĕçлеме вырнаçрăм", - тенĕ вăл асаилĕвĕсенче. Аслă Елчĕк чăвашĕ 5 уйăхра 3 пăт тулă, 10 пăт çĕрулми ĕçлесе илнĕ. Хуçин 9 лаша, 8 ĕне, нумай сурăх пулнă. Иван Никитич выльăх-чĕрлĕхе пăхнă, кил-çуртри ĕçсене пурнăçланă, ака-суха тунă. "Хуçа хăй ырăччĕ, арăмĕ усалччĕ", - çырнă выçлăхран хăтăлас тесе инçе çĕре тухса кайнăскер. Тепĕр çулхине вăл ырă пурнăç шыраса Любинск станцине хатĕрлев кантурне ĕçе вырнаçнă, каярахпа - чукун çул разъездне, табельщике. Кĕçех тиф чирĕ аптратнă ăна. Агеев ĕçри мастер питĕ ырă çын пулнине, хăйне апат илсе килсе панине, тухтăра икĕ хут чĕнтернине палăртнă. Сывалсан Славгород еннелле çул тытнă. Укçасăр, апат-çимĕçсĕр питĕ йывăр пулнă ăна. Билетсăр çул çÿренĕшĕн тытса арестленĕ чăваш каччине, тĕрлĕ ĕç пурнăçлаттарнă. Пĕр-икĕ эрнерен Карасун станцине çитнĕ вăл. Çурхи йĕпе-сапаллă вăхăтра 90 çухрăм çуран утма тивни çинчен дневникĕнче çырса кăтартнă. Пуян пуп патне ĕçлеме кĕрĕшнĕ. Тăрăшулăхне кура ăна управляющие лартнă.

Тепĕр 3 уйăхран Иван Никитич ашшĕнчен çыру илнĕ, çывăх çынни ăна килне таврăнма чĕнет иккен, ялти çынсенчен нумайăшĕ каялла килнине, тăван тăрăхри пурнăç аванланма тытăннине пĕлтерет. Иван Чăваш Ене таврăнма шут тытать, Свияжск станцийĕнчен Аслă Елчĕке çити çуранах утать /75 çухрăм/. "Яла пырса кĕтĕм те - çынсем пурте кÿме урапипе кĕлте турттараççĕ, лашасем юлман, çавăнпа хăшĕсем - ĕнесемпе. Пирĕн килте пĕр ĕне çеç юлнă. Çемьерисем пурте сывă, ялти халăхăн 25% выçăпа вилсе пĕтнĕ. 1922 çулта пурнăç йĕркеленме пуçларĕ. Эпир те лаша илтĕмĕр, тырă шутсăр вăйлă пулчĕ", - тенĕ тăван тăрăхне таврăннăскер.

1923 çулта Иван Никитич авланнă, хăйсенчен пĕр кил урлă пурăнакан, 1904 çулта çуралнă Надежда Леонтьевнăна качча илнĕ. Çамрăк упăшка ăна дневникĕнче Натиш тесе палăртать. Сăмах май, Надежда Леонтьевна та чăваш çĕрĕнче выçлăх хуçаланнă тапхăрта Çĕпĕре кайнă, унтан таврăнсан ялхуçалăх артелĕнче ĕçленĕ. Чаплă тĕрĕ ăсти пулнă вăл. "Эпир питĕ аван, пĕр-пĕрне юратса пурăнтăмăр. 1924 çулта мана чăн службăна илчĕç. Эпĕ вара çамрăк арăма хăварса çара кайрăм, вăл салтак арăмĕ тата йывăр çын пулса юлчĕ", - çемье пурнăçĕ пирки çапла çырнă çара кайма ят тухнăскер.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа

Иван Агеев çар тивĕçне кавалерире, Туркестанри Мерва хулинче /Вăтам Ази/ пурнăçланă: "Çапла вара эпĕ 3 Хĕрлĕ Ялавлă 82-мĕш кавалери полкĕнче 8-мĕш уйрăм кавалери бригадин 3-мĕш эскадронĕнче хĕсметре тăтăм". Гузар хули çывăхĕнче басмачсемпе çапăçни, хăйне штабра писарь пулма уйăрса лартни тата паллă ытти самант çинчен вăл дневникĕнчи "Службăри пурнăç", "Пирĕн полкăн вăрçăллă çулĕ" сыпăксенче тĕплĕн çырса кăтартнă. 1927 çулта кĕркунне килне таврăннă салтак. Ăна йышлă тăванĕ, кил-йышĕ савăнăçлăн кĕтсе илнĕ.

1928 çулта Йĕпреçре ĕç производительне вырнаçнă вăл. 1930 çулта "раскулачивани вăхăчĕ" пуçланнине палăртать автор: "Пуянсене çурчĕсенчен кăларса ячĕç, хăшне-пĕрне аяккалла ăсатрĕç..." Коллективизаци пуçлансан Иван яла таврăннă, ял Канашне секретаре вырнаçнă. 1931 çулта колхоза кĕнĕ, ăна шут ĕçченне /счетовода/ лартнă. Агеев çав çулсенче хăйсен урамĕнчи чылай килте пушар тухнине асăнать. "1933 çул выçлăхрах çул пулчĕ. Эпĕ Елчĕкре райпланра ĕçлетĕп, фото енĕпе аппаланса укçа аванах илме пуçларăм. 1934 çулта фотоĕçпе пурнăçа аванах сыпăнтарма пуçларăмăр", - малашнехи пурнăçĕпе паллаштарать Иван Никитич. Сăмах май, вăл мăшăрĕпе Надеждăпа районта чи малтан фотоĕçпе аппаланма пуçланă, çакна пулах ĕнтĕ дневникне хăйсем тунă сăнÿкерчĕксемпе пуянлатнă, унта çывăх çыннисене, хăйсем хăпартнă çурта курма пулать.

1936 çулта Агеевсем "Сталин" колхоза куçнă. "Кунта райцентр çывăххипе фотоĕç тата аталанса кайрĕ. Хам районта служить тунă чухне Натиш фотопа ĕçлетчĕ, занятирен таврăнсан хам та унпа пĕрлех ĕçлеттĕм: пĕр канăç та çукчĕ, çĕрĕн-кунĕн канма пĕлмен. Ирĕклĕрех пурăнма пуçларăмăр, çынсем мĕн çиес тенĕ - çавна çиеççĕ. 1937 çулта тырă йÿнелсе çитрĕ, ырашăн пĕр пăчĕ 7 тенкĕ çеç юлчĕ. Килте çăкăр пĕçерместпĕр, лавккаран туянатпăр. Пĕр кг хура çăкăр 1 тенкĕ, шурри 1 тенкĕ те 70 пус тăрать. Шурă кулачпа анчах пурăнтăмăр. 1938 çулта пурнăç пушшех лайăхланчĕ. Эпир Натишпе питĕ хытă ĕçлесе пÿрт лартма шухăшларăмăр. 1940 çулта ялхуçалăхĕ çав тери аталанса çитрĕ", - ялти пурнăç лайăхланса пыни çинчен хавхаланса çырни çак йĕркесенче аван сисĕнет.

Шел, 1941 çулта вăрçă пуçланни халăхăн çутă ĕмĕчĕсене çапса хуçнă. "Хыпарĕ чаплă пулмарĕ, вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕç. Германи пирĕн çĕршыва тапăннă. Çынсем пурте шухăша кайнă, йĕрекенсем те пур, хăшĕсем: "Тĕрĕс мар пуль ку", - теççĕ", - çырнă дневникĕнче Иван Никитич. Малалла вăл хăйне районти çар комиссариатне чĕнтерни, унта писарьте ĕçлеме хăварасшăн пулни çинчен каланă. Вăл килĕшмен, хăйне фронта яма ыйтнă. 1942 çулхи март уйăхĕнче вăрçа кайнă вăл. Питех те шел, Агеев хăй вăрçăра мĕнле çапăçни çинчен çырнă страницăсем сыхланса юлман. Çапах тăванĕсем каласа панинчен çакă паллă: хастар сержант 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Берлин çывăхĕнче аманнă. Ун чухне мина ванчăкĕ унăн урине виçĕ тĕлтен суранлатнă. Котбус хулинчи госпитальте выртнă. Тăван килне 1945 çулхи август уйăхĕнче таврăннă. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн тĕрлĕ орден-медальпе наградăланă ăна.

Мăшăрĕ Надежда Леонтьевна упăшкине 26 кун çеç кĕтсе илеймен - августăн 2-мĕшĕнче вилнĕ. Йывăр та выçăллă-тутăллă çулсенче 6 ачине пĕчченех тăрантарнă вăл. Шел, хăй чирлесе кайнă та - сывалайман, яланлăхах куçне хупнă. Ултă ачи тăлăха юлнă. Иван Никитич кĕçех тепре авланнă, иккĕмĕш мăшăрĕ 5 ача çуратнă.

Çанталăка сăнама, ÿкерме юратнă

Агеев хăйĕн дневникĕнче вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа кĕскен сăнланă, хăйĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, çанталăк мĕнле тăни çинчен çырса пынă. "1945 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕ. Паян кун шутсăр ăшă, çумăр çурĕ. Икĕ кун каялла икĕ кубометр ăвăс вутти турттарса килтĕмĕр. Карточка ÿкерттерекен те сахал, пурнăçа йĕркелесе яма питĕ йывăр, фотоматериалсене ниçтан тупма çук. Пурнăç чаплă мар. Декабрĕн 26-мĕшĕ. Паян кун сивĕ, уяр, çил çук. Арман авăртаймарăмăр", - çак йĕркесене вуласан Иван Никитич çанталăка сăнама юратнă çын пулнă тесе пĕтĕмлетме май пур. Хăйĕн çемйишĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмсем çинчен те çырнă вăл: "1946 çул. Февралĕн 14-мĕшĕ. Паян яла электричество валли юпа турттараççĕ".

Паллă уявсем çинчен те асăнса хăварнă: "1946 çул, мартăн 3-мĕшĕ. Паян Çăварни эрнин юлашки кунĕ. Çынсем Çăварни паллă тăваççĕ, савăнаççĕ, пирĕн вара çăкăр та çук, вутă та пĕтрĕ..." е "Апрелĕн 6-мĕшĕ. Паян хĕвел хĕртет, шыв юхать. Мунча хутса кĕтĕмĕр. Ыран - Пăлхавăшни." Хăçан акана тухнине, вырма ĕçĕсем хăш кун пуçланнине палăртнă: "1946 çул, апрелĕн 25-мĕшĕ. Кун ăшă. Акана тухрĕç, тулă акаççĕ", е "Июлĕн 23-мĕшĕ. Тырă вырма тухрĕç. Кăçал вăл аван пулчĕ. Столовăйĕнче икĕ хут апат пĕçереççĕ. Нимĕн çиме çуккипе кăçал халăх хытă аптрарĕ. Халь ĕçлекен çын пуçне 8 кило çăнăх пачĕç." Пасар кунĕсене те çырсах пынă, унта сутакан апат-çимĕç, тырă тата ытти япала хакĕсене те кăтартнă хăйĕн дневникĕнче. Иван Никитич питĕ тĕплĕ те укçа тытма пĕлекен çын пулнă ахăртнех. Çав хушăрах туйăмĕсене те ирĕке яма пултарнă. Акă хăйĕн шăллĕ Вася 1932 çулта Сĕвере путса вилсен кулянса сăвă та шăрçаланă.

Иван Никитич дневникне фотоĕçсемпе çеç мар, ÿкерчĕксемпе те илемлетнĕ, вĕсене хăех ÿкернĕ ахăртнех. Çапларах пĕтĕмлетрĕм Алексей Трофимов искусствоведăн "В.И.Агеев: Начало творческого пути. Мировоззрение" статйипе паллашсан. Акă мĕн çырнă вăл Владимир Агеевăн ашшĕ Иван Никитич çинчен: "Мирлĕ кунсем пуçлансан вăл хăйне фотоискусствăна халалланă. Ирĕклĕ чухне, уявсенче купăс каланă, живопиçпе аппаланнă. Аслашшĕ тата ашшĕ, живопиç картинисен авторĕ, пулăшнипе Владимир искусствăпа питĕ ир паллашма пуçланă". И.Агеевăн мăнукĕ Владимир Алексеевич тата унăн мăшăрĕ Ирина Вячеславовна Егоровсем /Елчĕкре пурăнаççĕ/ Иван Никитич ылтăн алăллă пулнине, килти сĕтел-пукана, тĕслĕхрен, шкапсене, хăех ăсталанине каласа кăтартрĕç. Сăмах май, шăпах вĕсем пулăшнипе маттур чăвашăн дневникĕн копийĕпе паллашрăм.

"Иван Агеевăн алă вĕççĕн çырнă дневникĕ - истори палăкĕ", - теççĕ мăнукĕсемпе вĕсен ачисем. Çак шухăшпа килĕшме те пулать, мĕншĕн тесен унта уйрăм çын шăпипе кунçулне сăнлакан йĕркесем çеç мар, чăваш халăхĕн XX ĕмĕрти историйĕпе, культурипе тата йăли-йĕркипе паллаштаракан самантсем те пур. Чăнласах та кăсăклă дневник ку: алла пĕр тытсан вулас та вулас килет. Манăн шухăшпа - çак алçырусене кĕнеке евĕр кăларсан вĕсемпе тата ытларах çын паллашма пултарĕччĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.