Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?..

4 Нарăс, 2015

Сăнÿкерчĕкре: пĕрремĕш ретре - Николай Иванов, Юрий Сементер, Элиза Трифонова, Георгий Ефимов* иккĕмĕш ретре - Виталий Исаев, Николай Григорьев, Валентин Бурнаевский, Василий Петров, Вениамин Пехил.

Чăваш радиовĕн кăларăмĕсене ачаранпах кăмăллатăп. Ираида Канавичева хатĕрленисене уйрăмах. Опера юрăçисене халаллани-и е музыка ăстисен хайлавĕсемпе паллаштараканни-и - пурте витĕмлĕ те ăнăçуллă пулса тухаççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕн вăрăма тăсăлнă канăвĕ хыççăн ĕçе пуçтарăнаканскер хăй тĕллĕн вĕреннĕ Илья Степанов композитор кĕвĕленĕ юрăсенчен йĕркеленĕ концерта радиопа парасси çинчен пĕлтерсен тăпах чарăнтăм. Унăн пултарулăхĕпе те киленетĕп - вăл çут тĕнчене Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнче килнĕрен кăна мар, хайлавĕсем чуна пырса тивнĕрен.

"... Утас çук урăх, чупас çук урăх

Сывлăм сырăннă сукмакпа..." - янăрать юрă хулари хваттерĕн тăвăр кухнин панель стенисен чăрмавне сирсе уçлăха вирхĕнсе тухасла...

Шел, илемлĕ, чуна пырса тивекен юррăн çак сăмахсен авторĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Пурăннă пулсан кăçалхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăл 60 çул тултармаллаччĕ. Кунçул чуппийĕ уншăн 2004 çулхи июль уйăхĕн 24-мĕшĕнче татăлнă.

Хăвăн çăлтăрна тупни - телей

Вениамин Васильевич Кондратьев /Пехил/ Красноармейски районĕнчи Янкасра çуралнă. Ялта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Кунçулне пичет ĕçĕпе çыхăнтарнă: районти "Ял пурнăçĕ" хаçатпа вырăнти радиовещани редакцийĕнче тăрăшнă, "Ялав" журналта ĕçленĕ.

Çырас туртăмĕ шкулта ăс пухнă чухнех палăрнă, сăввисене район хаçатĕнче пичетленĕ. 1986 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пĕрремĕш кĕнеки - "Шăнкрав курăкĕ" - кун çути курнă, унта сăвăçăн лирика тата философи хайлавĕсем, "Мир ялавĕ" поэми çапăнса тухнă. 1990 çулта "Янкас йăмрисем" кĕнеки вулакан патне çитнĕ. Унта ентешне - Нестер Янкаса - халалланă сăвă-поэма тĕп вырăн йышăнать. Сăлтавсăр мар паллах: Вениамин Пехил унăн пултарулăхне тĕпчес енĕпе сахал мар ĕçленĕ.

Чăваш Республикин Писательсен пĕрлĕхĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Николай Ершов палăртнă тăрăх - вăл Вениамин Пехил литература çулне суйласа илсе ун тăрăх хăюллăн та шанчăклăн утнине сăнаса-курса тăнă. Çутă ĕмĕтлĕ сăввисене вуланă кăна мар, вĕсемшĕн савăннипе пĕрлех мăнаçланнă та, мухтаннă та. Пултарулăхне илес-тĕк, Нестер Янкас хыççăн хăйсен ялĕнчен тухнă иккĕмĕш поэтшăн епле хăпартланмăн-ха!

2000 çулта "Мерттес"- виççĕмĕш кĕнеки - пичетленнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.