- Чăвашла верси
- Русская версия
Çырнă сăмах çухалмасть
Борис Леонтьевич Борлен /Тихонов/ пурăннă пулсан декабрĕн 20-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Вăл халăх хушшинче писатель, публицист, поэт, журналист тата педагог пек асра юлчĕ.
Иртнĕ эрнере Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Борис Леонтьевича асăнса ятарлă каç иртрĕ. Унта унăн çывăх çыннисем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем пуçтарăнчĕç. Ăна пурте ырăпа аса илчĕç, пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Шупашкарти 10-мĕш шкулта вĕренекенсем Борис Борленăн «Хаваслă паллашу» тата «Зоопаркра» кĕнекисенчи сăвăсене вуларĕç.
Борис Леонтьевича республикăра çеç мар, Пушкăртстанра та, Тутарстанра та лайăх пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл çак тăрăхсенче чылай çул ĕçлесе пурăннă. Сăмахран, Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» тата Пелепейре тухса тăракан «Урал сасси» хаçатсенче вăй хунă, унти тĕрлĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Çтерлĕри вĕренÿ комбинатне вуникĕ çул ертсе пынă. Асăннă хуларах интернат шкулта чăваш ачисен ушкăнне йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, чăвашлăхшăн чунне пама хатĕр çын пулнă. Пĕр вăхăтрах темиçе ĕç пурнăçланă: ачасене вĕрентнĕ, хаçат-журналпа çыхăну тытнă, сăвă-калав шăрçаланă. Каярахпа Тутарстанри «Сăвар» хаçатра тăрăшнă. Сăмах май, Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтерсен «Коммунизм ялавĕнче» ?халĕ «Хыпар»% куçаруçăра, «Молодой коммунист» хаçатра пай пуçлăхĕнче, Чăваш краеведени музейĕнче наука сотрудникĕнче ĕçленĕ.
Асăну каçне пухăннисем унăн ĕçченлĕхĕ, хастарлăхĕ пирки калаçрĕç. «Ман ăна, çÿллĕскерне, улăппа танлаштарас килетчĕ, - иртнине куç умне кăларчĕ Виталий Станьял. - Çтерлĕри пединститутра чăваш уйрăмне уçсан мана икĕ уйăхлăха унта вĕрентме ячĕç. 90-мĕш çулсем, дефолт вăхăчĕ. Ĕçленĕшĕн укçа мар, тавар параççĕ. Борис Леонтьевичпа Хусана çитрĕмĕр. Малалла кайма укçа çук. Вăл Тутарстанри депутатсенчен, пуçлăхсенчен пулăшу ыйтрĕ. Ăна çавăнтах укçа тупса пачĕç. Çапла вара çитес çĕре çитрĕмĕр. Çак нухратпа икĕ уйăх пурăнтăм эпĕ, студентсене вĕрентрĕм. Хастарлăхĕпе Юрий Збанацкий евĕрччĕ. Хăть мĕнле пуçлăх патне хăрамасăр кĕретчĕ. Калас сăмаха куçран калатчĕ. Çавна май унăн хайлавĕсем те хăйнеевĕрлĕ».
Асăну каçĕнче Елчĕксем ентешне хаклани палăрчĕ. ЧНКан вырăнти ертÿçи Николай Малышев пĕлтернĕ тăрăх – районти краеведени музейĕнче Борис Борлен юбилейне паллă турĕç. Пурăна киле çыравçă пурăннă çурт çине Асăну хăми çакма сĕнÿ пачĕ Петр Сидоров /Лаштай/. Иван Христофоров юрăç вара Борис Леонтьевич кăмăлланă юрăсене шăрантарчĕ.
Хаçат-журналпа яланах туслă пулнă вăл. Республикăра тухса тăраканнисемсĕр пуçне Тутарстанри «Сăвар», Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçатсене çырăнса илнĕ, вĕсенче хайлавсем пичетленĕ. Мăшăрĕпе Лидия Григорьевнăпа аякри йăхташăмăрсене яланах хапăл туса кĕтсе илетчĕç. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ ун чухне хăна çуртне çаврăнатчĕ.
Ĕçпе пурăнатчĕ вăл. Йывăр чирĕ пирки калаçма кăмăлламастчĕ. Вĕсем патне кайсан тин çеç шăрçаланă хайлавĕсемпе паллаштаратчĕ. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма май тупатчĕ. Юлашки вăхăтра ача-пăча валли те чылай çырчĕ. Юрий Кудаков композитор унăн сăввисемпе юрăсем кĕвĕленĕ.
Шел те, усал чир ăна ураран ÿкерчĕ, çапах та çырма пăрахмарĕ. Вырăн çинче çыратчĕ, чунне йăпататчĕ. Кун-çулĕ ахаль иртмерĕ унăн: тăван халăха вунă ытла кĕнеке парнелесе хăварчĕ. Чăн та, хăй калашле:
... Ăнсăртран сатира
çуралмасть,
Вăй хума тивет-çке самаях.
Пурпĕр нихăçан та çухалмасть
Хут çине çырса хурсан - сăмах.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас