Икĕ орден кавалерĕ
Совет Çарĕсене Афганистана илсе кĕнĕренпе декабрĕн 27-мĕшĕнче 35 çул çитрĕ
Паттăр ентешĕмĕр кăçалхи декабрĕн 13-мĕшĕнче тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле кĕрекере 50 çулхи юбилейне палăртмаллаччĕ. Çук, шăпа пÿрмерĕ Шупашкар районĕнчи Чаканарта çуралса ÿснĕ Геннадий Калинина паянхи кунччен пурăнма: инçетри Афганистан вăрçинчен тăван тăрăха таврăнма икĕ эрне юлсан душман пульли унăн ĕмĕрне татнă.
Сăпайлă, ĕçчен те пуçаруллă пулнипе, нумай пĕлме тăрăшнипе палăрса юлнă вăл пĕрле вĕреннисен, юлташĕсен, ял халăхĕн асĕнче. Вĕсен сăмахĕсем: «Спортра хастарччĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне районти ăмăртусенче шкул чысне хÿтĕлетчĕ», «Шкул çулĕсенче вăрçă ветеранĕсен пурнăçĕпе кăсăкланатчĕ, вĕсен асаилĕвĕсене е вĕсем çинчен ыттисем каласа панисене уйрăм тетраде çырса хуратчĕ, каярахпа ăна шкул музейне парнелетчĕ...»
Çар хĕсмечĕ унăн 1983 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче пуçланнă. Присяга тытнă хыççăн - тÿрех Афганистан. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн ăна кĕске хушăрах икĕ хут ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп хутне, ятне çырнă алла çыхмалли сехет панă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Туркестан çар округĕнчи комсомол конференцийĕн делегатне суйлани - хăех пысăк чыс. Ун çинчен хăй вăхăтĕнче тĕп телекураври «Служу Советскому Союзу!» кăларăмра та каласа кăтартнă.
Совет Çарĕн подразделенийĕ душмансен засадине лексен вăл хамăрăннисене хăрушлăхран хăтарма кайнă ушкăнра пулнă. Çав çапăçуран тухайман - моджахед пульли ăна чĕререн лекнĕ. 1985 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче яла вилни çинчен хăрушă хыпар çитнĕ. Çав çапăçушăн ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Геннадий Калинина ял-йыш асра тытать. Паттăр салтак çуралнăранпа çур ĕмĕр çитнĕ кун Афганистан çĕрĕ çинче службăра пĕрле пулнă юлташĕ Николай Мадеров йĕркеленипе Ишекри вăтам шкулта тата Тăрăнти шкулта вĕреннĕ «афганецсем»: В.Алексеев, Ю.Ямашев, С.Евграфов, Г.Орлов, С.Высоков тата ыттисем вĕренекенсемпе тĕл пулнă, Геннадий Калинин паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă, унăн вилтăпри çине чечек кăшăлĕ хунă. Ун хыççăн паттăр ентешĕн ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Юрий ЛИСТОПАД.
Николай Мадеров сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас