Опытлă специалист

14 Çу, 2015

«Пирĕн алăк яланах уçă»

Елчĕкри пуçламăш шкулти «Диагностикăпа консультаци центрĕ» вĕренÿ учрежденийĕ чылай ачапа çамрăка пулăшу парать. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - сусăр ачасене пулăшасси, вĕсене тĕрĕс çул суйлама вĕрентесси. Çавăн пекех кунта психолог тата логопед пулăшăвĕпе усă курма май пур.

13 Çу, 2015

Ирина Антонова - пысăк пĕлÿллĕ педиатр

Республикăн ача-пăча клиника больницинче пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă специалистсем ĕçлеççĕ. Кашниех ырă сăмаха тивĕç. Пĕчĕк пациентсен ашшĕ-амăшĕ Ирина Антонова педиатр ĕçĕпе те кăмăллă. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă, отрасльти стажĕ вунă çул ытла.

22 Ака, 2015

Опытлă, яваплă специалист

Муркаш районĕн тĕп больницинче халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеççĕ, час-часах ятарлă мероприятисем ирттереççĕ. Чирлĕ çынсене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтересси те - тĕп вырăнта. Больницăра опытлă, яваплă специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен Елена Кожевникова дерматовенеролог тухтăра палăртмалла.

Pages