Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр
Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр Лидия Веденеева - Шупашкар хулин 2-мĕш больницин иккĕмĕш поликлиникин заведующийĕ. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, пĕлĕве малалла ÿстерсе "Эндокринолог", "Пĕтĕмĕшле тухтăр практики /çемье медицини/", "Сывлăха сыхлас ĕçе йĕркелесси тата общество сывлăхĕ" специальноçсемпе сертификатсем илнĕ. Лидия Владимировна хăйĕн тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Пултаруллă тухтăра ĕçри ÿсĕмсемшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хула администрацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика управленийĕн Хисеп хучĕсемпе палăртнă.