Опытлă специалист

27 Утă, 2016

Аптека ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелет

“Фармаци” предприятин Шупашкарти 123-мĕш аптекинче çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Пултаруллă коллектива аслă квалификаци категориллĕ провизор Н.Губанова провизор ертсе пырать. Наталья Леонидовна аптека ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăрăшать.

Сăнӳкерчĕке аптека сайтĕнчен илнĕ.

 

23 Утă, 2016

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă

Юлашки 100-150 çул çамрăксене акселераци самаях витĕм кÿни палăрать. Ахальтен мар-тăр ÿсекен ăру аслисенчен тĕреклĕрех те, çÿллĕрех те курăнать. Кĕрнеклĕ яш-кĕрĕм хушшинче çак хĕрарăма тÿрех асăрхама та çук, пĕчĕкскер, вĕсен хушшинче çухалсах каять.

22 Утă, 2016

Несĕлсенчен чунпа, юнпа куçнă туртăм

Ăнсăртран лекнĕ çын сывлăх сыхлавĕнче тытăнса тăраймасть теççĕ. Чун туртмасан, суйласа илнĕ професси Турă панă пултарулăхпа пĕр килмесен, вăхăт иртнĕ май ĕçе хăнăхма май килесси пирки ĕмĕтленнин усси пулассăн туйăнмасть.

6 Утă, 2016

СИПЛЕВРЕ ПЫСĂК ОПЫТ ПУХНĂ СПЕЦИАЛИСТ

Республикăри ачасен клиника больницинче сиплевре пысăк опыт пухнă специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче аслă квалификаци категориллĕ тухтăра, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне Б. Харькова уйрăмах палăртмалла.

29 Çĕртме, 2016

Сиплевçĕ тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать

Екатерина Александрова Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен 2009 çулта вĕренсе тухнă, Хĕрлĕ Чутай районĕн больницинче офтальмологра ĕçлет, сиплевçĕ тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать.

Pages