Опытлă специалист

25 Чÿк, 2015

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн ятне панă

Шупашкар районĕн больницинче пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, пултаруллă специалист чылай. Çак йышра хĕрарăмсен консультацийĕн заведующине З.Васильева акушер-гинеколога уйрăммăн палăртмалла. Зинаида Яковлевна - аслă квалификаци категориллĕ тухтăр.

18 Чÿк, 2015

«ÇИРĔП СЫВЛĂХ СУНАТĂП»

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр Василиса Архипова сывлăх сыхлавĕнче 1980 çултанпа ĕçлет. Вăл Чăваш патшалăх университетĕн медицина факультетĕнчен педиатра вĕренсе тухнă. Ĕçленĕ вăхăтрах пĕлĕве ÿстерсе «Сывлăх сыхлавне йĕркелесси тата общество сывлăхĕ», «Педиатри», «Неонатологи» специальноçсемпе сертификатсем илнĕ. Василиса Владимировна - Элĕк районĕн больницин тĕп врачĕ, районта сиплевпе профилактика ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăвать. Опытлă ертÿçĕ юлашки çулсенче больницăна пултаруллă çамрăк специалистсем килнипе питĕ кăмăллă, вĕсене аталанма пулăшас тесе тăрăшать.

21 Юпа, 2015

Пĕчĕк пациентсен сывлăхĕшĕн нумай тăрăшать

Елена Митрофанова офтальмолог Шупашкар хулин 2-мĕш больницин ача-пăча поликлиникинче ĕçлет. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина пĕлĕвĕ илнĕ.

1 Утă, 2015

Ачасене сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă

Республикăри ачасен клиника больницин сурдологи центрĕн заведующине, сурдолог-оториноларингологне Галина Васильевăна çак кунсенче ĕçри ÿсĕмсемшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн ятне панă. Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр ачасене сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă.

27 Çу, 2015

Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр

Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр Луиза Герасимова пульмонолог республикăн ача-пăча клиника больницинче ĕçлет. Вăл пуян опытлă, анлă тавракурăмлă, сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕ меслетсемпе туллин усă курма тăрăшакан специалист пулнипе палăрса тăрать.

Pages