Комментари хушас

1 Утă, 2015

Ачасене сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă

Республикăри ачасен клиника больницин сурдологи центрĕн заведующине, сурдолог-оториноларингологне Галина Васильевăна çак кунсенче ĕçри ÿсĕмсемшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн ятне панă. Аслă квалификаци категориллĕ тухтăр ачасене сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă. Галина Ивановна çĕршывра иртекен ăслăлăх-практика конференцийĕсене, симпозиумсене хутшăнать, япăх илтекен е пачах илтмен ачасене пулăшас ыйтусемпе тимлĕ ĕçлет. Вăл - Чăваш Енри Оториноларингологсен ассоциацийĕн членĕ.

Сăнÿкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.